Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕç ПУР КУНТА – ХĕЛЛЕ, çУЛЛА...

21 января 2012 г.

Черетлĕ ял хуçалăх çулне районти “Батыревский” улма-çырла питомникĕн коллективĕ ĕçри ÿсĕмсемпе вĕçлерĕ. Çитĕнĕвĕсем витĕмлĕ, курăмлă, ĕнентерÿллĕ вĕсен. Апла пулсан, пĕтĕмлетме те кăмăллă. Районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан специфика урăхларах вĕсен. “Мĕн акатăн – çав шăтать” тенине те çапларах çавăрттарса калаççĕ: “Мĕнлерех акатпăр, пăхса çитĕнтеретпĕр, тупăш çавăн чухлĕ ытларах илетпĕр”. Кĕрхи ĕç кăтартăвĕшĕн вара çулла та, хĕлле те, çуркунне те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Урăхла каласан, çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ĕç пур вĕсен, çавăнпа та тупăш кĕртме пултараççех. Сăмаха витĕмлĕрех çирĕплетсе пама хăш-пĕр цифрăсене илер-ха: пĕлтĕрхи вунă уйăхра, акă, улма-йывăç хунавĕсене 100 пин тĕм, хурлăхан сапанĕсене 37 пин, хăмла çырлине 22 пин сутнă. Йĕркипе шутласа виçĕмçулхи çак тапхăрти кăтартуран 183,3; 29 процент ирттернĕ. Предприяти кассине виçĕмçулхипе танлаштарсан 25 процент ытла укçа кĕнĕ. Çавăнпа питомникăн патшалăх умĕнче налук парăмĕсем çук, ĕç укçипе вăхăтра татăлса пыраççĕ. Шалăва ÿстерессине мала хураççĕ. Паянхи куна кашни çыннăн уйăхри вăтам ĕç укçи 10 пине яхăн пулнипе савăнмалăх пурах. Таса тупăш малашлăхра кăкăр тулли уçă сывлăшпа сывласа пурăнмалăх çитет. Юлашки 2-3 уйăхра хирте ĕçлекен хĕрарăмсем 15-22 пиншер тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

534 гектар çĕр лаптăкĕ предприятин. Сухаланаканни – 325 гектар. Вăрлăх туса илекен хуçалăх шутланнăран пĕрчĕллĕ культурăсем те çитĕнтереççĕ. Кăçал та, акă, “Московская-39” кĕрхи тулла гектартан 38-шар центнер пухса илнĕ. Урпа та вĕсемшĕн тупăш кÿрекен культура. Вăл гектартан 33-шер центнер панă. Пучах хĕлле тулать тенĕ евĕр, çуракинче усă куракан вăрлăха сортировка тума пуçланă та.

Кĕркуннех 66 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Йывăçсемпе тĕмсене кăшлакан чĕр-чунсем тапăнасран наркăмăшсем хунă, рет хушшисене сухаланă, кĕрхи çĕртме тунă.

Авăн уйăхĕнче вăрăран акнă пан улми йывăççисен хунавĕсене кăларнă. Юлашки вăхăтра кунта лутра йышши улма йывăç çитĕнтерессипе ĕçлеççĕ. Мĕншĕн лайăх-ха вĕсем; Шыв çывăх çĕрте те ÿсеççĕ, 2-3 çултанах çимĕç пама тытăнаççĕ-мĕн.

Йывăç хунавĕсене çитĕнтермелли вăрлăха предприятинчех хатĕрлеççĕ. Çуркунне акма ăна 80 килограмм янтăланă. Терн вăрри те пур. Вĕсене шÿтерме хунă. Вăрлăхсен шăтаслăхĕсене тĕрĕслеççĕ. Сливăн çеç 180 кун сăнавра тăрать.

Кунта тепĕр паха ене те палăртса хăвармалла. Айккинчен килсе сутакан йывăçсен хунавĕсем хăрма пăхаççĕ, пирĕн çанталăк условийĕ тивĕçтермест вĕсене. Вырăнта районланă вăрлăхсенчен çи-тĕннĕ йывăçсем çимĕçĕпе савăнтараççех. Çавăнпа вĕсене хапăлласах туянаççĕ. Пĕрисене сутнă çĕре теприсене çитĕнтереççĕ. Çурла уйăхĕнче пан улми йывăççин хунавĕсене 120 пин (28 сорт), чиен – 6 пин (5 сорт), сливăн – 5,5 пин (3 сорт), черешня – 5,5 пин (4 сорт) сыпнă. Çак ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. А. Васильева, Н. Кудерге, А. Игорева, А. Чернова, А. Ильметова, А. Вахитова, Ф. Солдатова тата ыттисем те пысăк тăрăшулăх кăтартнă.

Йывăç ÿстересси ансат ĕç мар. Виçĕмçул хĕл сивĕ, çу уяр килчĕ. Çаксем чылай маларах лартнă йывăçсене, садсене хăртрĕç те. Çĕннисене туянмалла, чĕртмелле. Çавăнпа утаççĕ çынсем улма-çырла питомникне. Унăн чапĕ Мускав, Чĕмпĕр, Хусан, Самар, Питĕр, таранах сарăлчĕ. Питомник хунавсем çитĕнтерессипе Раççей шайĕнче малти вырăнсенче тăрать.

Ĕçе тивĕçлĕ туса пыма кадрсем çителĕклĕ питомникре. Валерий Ильин агрономах илер, акă. Вăл 31 çул йывăç-хунав, сапан-тĕм çитĕнтерессипе тимлет. Ю. Муськин, В. Тимофеев механизаторсем тыр-пул никĕсне хываççĕ. Юрий Федоровичпа А. Артамонов “Енисей” тата “Нива” комбайнсемпе тĕштырăсене çумăрччен чылай маларах пухса кĕртрĕç.

Кирек хăш ĕçе пурнăçлама та кирлĕ техника алă айĕнче. Юлашки çулсенче ХТЗ-150, МТЗ-82,1 тракторсем, КПС-4,У, ККН-2,8А культиваторсем, СЗ-5,4 сеялка, ПЛН-5 плуг туяннă. Пĕр миллион текĕлĕх. Хунавсене шăвармалли установка илнĕ.

Питомник ĕçченĕсем ĕç ăсталăхне вĕренме хăйсем те тухса çÿреççĕ. Мускавра, Тамбов облаçĕнчи Мичурин хулинче иртекен семинарсене сиктермеççĕ. Тĕпчев институчĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Раççей тĕп хулинчи “Ылтăн кĕркунне” выставкăран çулленех дипломсемпе, медальсемпе таврăнаççĕ. Ытти регионсенчен курма килекенсене хапăл йышăнаççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем те сумра предприятишĕн. Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă ятпа пан улми йывăççисен паркне лартнă вĕсем.

Рынок тапхăрĕнче йывăрлăха кĕрсе ÿксе ахрат çырмине чăммарĕ улма-çырла питомникĕ. Тĕллевлĕ ĕçлесе пырса тупăш çине тупăш кĕртрĕ. Çакă пĕтĕмпех ертÿçĕ пултарулăхĕнчен килчĕ. Владимир Ильич Барышников предприятине 16 çул ертсе пырать. Чунĕпе хастар, ĕçĕпе правур вăл. Çулран-çул килти хуçалăхсенче шап-шур çеçке çурма май паракан йывăç хунавĕсене çитĕнтерекен ĕçченсен ĕçне илсе пыма пĕлет. Апла пулсан садсенчи йывăçсем çуркунне çеçкепе, кĕркунне çимĕçпе авăнса тăччăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика