Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çитĕнтернипе кăна мар

03 ноября 2011 г.

Çĕр ĕçченĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенĕ евĕр, унăн ака-суха вăхăтĕнчех кашни ĕçе агротехника ыйтнă пек çирĕп пурнăçлама тăрăшмалла.

Кăçал уй-хире сухан вăрлăхĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, çĕр улми акрăмăр-лартрăмăр. Вĕсене çитĕнме çанталăкĕ аван тăчĕ. Пухса кĕртесси вара йывăрпа пычĕ.

Çĕрулми лаптăкĕ 80 гектар йышăнать. Ана çинче Н. Кротов копалкăпа, В. Козлов комбайнпа ĕçлерĕç. “Иккĕмĕш çăкăра” пуçтаракансен йышĕ хăшпĕр кунсенче 100 çынран та иртрĕ. Тухăçĕ савăнтарать. Кашни гектартан 200 центнер ытларах пухса кĕртрĕмĕр. Анчах кăçал тавар сутăнасшăн мар. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕр пирки те çавнах каламалла. Хĕл каçма вырнаçтарса хума пулать-ха вĕсене. Мĕн палăртасшăн-ха çакăнпа; Самана уттипе тан пыма çăмăлах мар. Ертÿçĕн малашлăха витĕр курмалла. Çавна май тепĕр çул хăш культурăна çитĕнтересси пирки кăçалах тĕплĕн шутлатпăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика