12 октября 2011 г.
Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесен вĕрентекенĕн хăйĕн те анлă тавракурăмлă пулмалла, ăсталăхне те ÿстерсех тăмалла. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Маркиданова, А.Прохорова, С. Сафьянова, Т. Краснова çакна шута илсе “Программа-2100” тата А. Михайлова “Эльканина-Давыдова” программисемпе ĕçлеççĕ.
Нумай пулмасть шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсем “Кĕçĕн классенче хальхи вăхăтри педагогика технологийĕ” темăпа уçă уроксем ирттерчĕç. Л. Максимова, А. Михайлова, Г. Краснова, С. Урукова хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç, вĕсен ĕçне урока итленĕ педагогсем пысăка хурса хакларĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)