Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пĕлÿ никĕсĕ çирĕп пултăр

24 сентября 2011 г.

Çĕнĕ стандарта пуçламăш классемшĕн йышăннă. Вăл маларахрисенчен уйрăларах тăрать. Ун умĕнче çĕнĕ тĕллевсем пулни курăнать. Ача пуçламăш классенче вулама, шутлама, çырма пĕлни çеç çителĕксĕр. Çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн вăл задачăсем шутлама, шырав, тишкерÿ ĕçне явăçма пуçăнмалла. Унăн хăй тĕллĕн аталанаслăх пулмалла. Халиччен учитель вĕренекенсене математикăна çеç ертсе кĕнĕ пулсан, çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн вара вĕрентÿ материалĕпе çыхăнтарса икĕ çĕнĕ задача шутлама хăнăхтармалла. Çакна тума вăхăт кирлех.

Тĕп вĕрентÿ программи анлă. Унта тĕнпе кăмăл-сипет енĕпе воспитани парасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, вĕрентÿ планĕ, кашни предметпа тĕллевлĕ ĕçлесси, айванрах ачасемпе (вĕсем пур пулсан) уйрăмшар вăй хурасси те кĕрет.

Ачасене пуçламăш пĕлÿ панă чухне кашнийĕшĕн пултарулăх шайне кура уйрăмшар аталантарма тăрăшатпăр. Вĕренÿ патне илсе пыракан интересĕсене çуратмалли мелсене шыратпăр. Тăван тавралăха тирпейлĕ тытмалли, аслисене хисеплемелли, çывăх çынсене мала хумалли çинчен ăнлантаратпăр. Çаксене пула ача аталанать те ĕнтĕ. Тĕрлĕ кружока явăçтарни те вырăнлă. Хăш-пĕриншĕн ÿнер, ташă ăсталăхĕсене алла илни паха. Тепри тĕпчевпе интересленет. Гимнастикăна е шывра ишме кăмăллакансем пур. Çитĕнекен ăру тăван çĕр-шыва, тăван тавралăха, тăван халăха юратма вĕренсе ÿсмелле. Çемье, общество пĕлтерĕшне ăнланма пĕлмелле.

Паян педагогсем çĕнĕ стандартăн тĕп шухăшĕсене ырлаççĕ. Ăна пурнăçа кĕртмелли эффективлă шăнăрсене шырамаллах. Çавна май кашни шкул коллективĕ, кашни учитель виçĕ тĕп ыйтăвăн хуравне тупмалла: мĕне вĕрентмелле, мĕншĕн вĕрентмелле тата мĕнле вĕрентмелле; Пуçламăш пĕлÿ никĕсĕ çирĕп пулни кирлех. Унтан ача аталанăвĕ сахал мар килет. Пурнăç çулĕ çине тăрасси те шкултанах пуçланать.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен умĕнче çăмăл мар ĕç тăрать. Ачасем вĕренÿ проблемине лартнă май йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре хăйсемех шырама, юлташĕсемпе пĕрле ĕçлеме, хăйсен çитĕнĕвне хак пама тăрăшаççĕ тата ытти те.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика