27 июля 2011 г.
Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен картишĕсенче çуллахи кун унта та кунта ача-пăча хĕвĕшет. Хулари евĕр ятарласа ача-пăча площадки çуккипе уйрăмах шăпăрлансем кун каçа таçта та çитме, темĕн те туса хума пултараççĕ. Сăнаса çеç ĕлкĕр. Малашне çак ыйту кăштах çăмăлланĕ теме пулать. Патăрьел ял поселенийĕ йĕркеленипе, кунта депутатсем, уйрăм предпринимательсем тăрăшнипе чăн малтанах Комаров урамĕнче ача-пăча валли илĕртÿллĕ площадка тунă. Иртнĕ юнкун вара Киров урамĕнчи 42-мĕш çуртра пурăнакансем ыйтнипе ачасем валли çакнашкал тепĕр хăтлăх хута кайнă. Ăна уçнă çĕре ял поселени пуçлăхĕ А.Моисеев, ял поселени депутачĕ В.Волков хутшăннă. Петр иерей шăпăрлансем савăнакан вырăна чиркÿ йăли-йĕркипе светит тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)