Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Тĕрĕсенче – чăваш тĕнчи

27 апреля 2011 г.

“Чăваш тĕрринче çырулăх упранать”, – теççĕ тĕпчевçĕсем. Чăнах та, сăнаса пăхатăн та, кунта автанĕ те, хĕвелĕ те, лаши те пур. Шел пулин те, пирĕн мăн асатте-асанне тĕррисене тĕрлекенсем халь питĕ сахалăн. Ку – пирĕн çитменлĕх. Çакна шута илсе “Паха тĕрĕ” пĕрлешÿ районти “Çăкăр” музейĕнче курав йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш тĕррине халăха кăтартасси, ăна сыхласа хăварасси. Çавăн пекех халь кунта П.Пупин скульптор ĕçĕсемпе тата “Бичурин тата хальхи самана” музейăн хăш-пĕр экспоначĕпе паллашма пулать.

Курава район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов уçрĕ. Унтан тулли мар яваплă хупă “Паха тĕрĕ” пĕрлешÿ директорĕ Н.Посынкина хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пĕрлешÿ çумĕнче йĕркеленнĕ “Чудесная вышивка” музей ертÿçи Р.Романова курава пухăннисене кашни тум-тирпе, тĕрĕпе уйрăммăн паллаштарчĕ. Пирĕн республикăра çĕлекен продукцие ют çĕр-шыва та ăсатни, унта хапăлласах туянни пирки пĕлтерчĕ.

П.Пупин скульпторăн ĕçĕсенче те чăвашлăх, халăх пурнăçĕ сăнланнă. Кĕлеткесене пăхсан ĕлĕк мĕнле пурăннине, мĕн ĕçленине курма пулать.

Куравпа пĕрле килнĕ “Дубравушка” вокал ушкăнĕ пурне те юрăсемпе савăнтарчĕ.

Виçĕ пайран тăракан, районтан района куçса çÿрекен курав пирĕн тăрăхра пĕр уйăх пулать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика