Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Уйăхлăха пĕтĕмлетнĕ май

12 марта 2011 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхне çÿллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшаççĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртусем, тĕл пулусем, конкурссем йĕркелеççĕ.

Аслă классем полиатлон ăмăртăвне хутшăнчĕç: йĕлтĕрпе чупса, пăшалтан персе, янах туртăнса, алăпа йăтăнса тупăшрĕç. Хăйсен пултарулăхне кăтартса пĕрремĕш вырăна 11 е класс тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 10 г класпа 10 е классем пайларĕç.

Йĕлтĕр эстафети асра юлчĕ. Пĕринчен тепри малтан-мала ыткăнчĕç ачасем. Темĕнле тăрăшса тупăшсан та 10 е класа çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 9 а класпа 10 е класс пайларĕç. Вăтаммисем хушшинче 8 а класс финиш йĕрне пĕрремĕш касрĕ. Вĕсенчен каярах юлса 7 а тата 7 б классем кĕчĕç.

Пневматикăллă пăшалтан персе ăмăртрĕç. Очко çумне очко пухса вăтам классенчен лайăх перекен ята 8 а класри Д. Семенов тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсене 7 а класри Т. Филипповпа 8 б класри С. Волков пайларĕç. Аслисенчен 10 е класра вĕренекен Э. Тихонова çитекенни пулмарĕ. Вăл пиллĕк персе 42 очко пухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсене 9 б класри Ю. Ломаевпа 11 г. класри Н. Кувшинов пайларĕç. Арçын ачасенчен хĕр ачасем те юлмарĕç. Лайăх перекенсен йышне С. Арланова, И. Мезеветова, А. Артемьева кĕчĕç.

“Паттăр” спорт комплек-сĕнче те пулчĕç мероприятисем. Унта шывра ишме кăмăлларĕç ачасем. Эстафетăра малти вырăнсене 7 а, 9 а, 7 б, 11 е, 10 г классем тухрĕç. Харкам хăйшĕн Д. Поляков, С. Антонов, А. Миронов, С. Быков, В. Раськин, Н. Викторов, Р. Филиппова, Н. Ляллина, К. Пыркина, Я. Васюткина, А. Семенова, А. Миронова тата ыттисем те лайăх ăмăртрĕç.

“Айтăр-ха, каччăсем” конкурс та асра юлчĕ. Кунта “Молния” команда мала тухма пултарчĕ. Конкурсра тĕл перессипе, противогазпа усă курассипе, пăшал сÿтсе пуçтарассипе тата ытти енпе ăмăртрĕç пулас “салтаксем”.

Çавăн пекех “хĕрÿ точкăсенче” пулнă салтаксемпе, вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем йĕркелерĕмĕр. Хамăр шкулта ĕçлекен А. Краснов аслă сержантпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Алексей Егоровича шăпа Афган тăвĕсем çине илсе çитернĕ. Спортпа туслă пулни службăра пулăшнах. А. Красновăн кăкăрĕ çинче медальсем йăлтăртатаççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе А. Макашинăпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ачасене вăрçă вăхăтĕнчи нушаллă, тертлĕ самантсене каласа парса наградисемпе паллаштарчĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче малти вырăнсене тухнă классемпе вĕренекенсене директор çумĕ С. Кальметов Хисеп хучĕсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика