29 декабря 2010 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта районти 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче “Кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинчи интеллект вăййи” олимпиада иртнĕ, унта 162 ача хутшăннă.
Виççĕмĕш класра вĕренекенсенчен математикăпа Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти В.Салихова (учителĕ М.Хайбуллова), вырăс чĕлхипе тата литературипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Альгизов (А.Михайлова), Н.Шуряшкина (М.Федорова), Сăкăтри О.Платонова (А.Анюрова), Тутар Сăкăтĕнчи И.Сабитов (М.Хайбуллова), чăваш чĕлхипе тата литературипе Сăкăтри вăтам шкулти У.Чермасова (А. Анюрова) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Математика предметне тăваттăмĕш класра вĕренекенсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Табаков, вырăс чĕлхипе литературине те çак шкулти Д.Романовăпа А.Шулепова (учителĕ Е.Маркиданова), Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти А.Никитина (М.Сугут-ская), Тутар Сăкăтĕнчи Д.Хисамов (Р.Ялалдинова), чăваш чĕлхипе литературине Пăлапуç Пашьелĕнчи А.Кондратьев (Т.Козлова) чи лайăх пĕлни палăрнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)