06 октября 2010 г.
Чăвашăн кăйкăрне, икĕ хутчен Совет Союзĕн паттăрне, ентеше, А.Г. Николаев летчик-космонавта асăнса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта эстафета йĕркелерĕмĕр. Эстафетăра 18 команда хутшăнчĕ, вăл виçĕ этаппа иртрĕ.
Пĕлтернĕ вăхăта районти “Паттăр” стадиона ачасем кар тăрса пуçтарăнчĕç. Чупăва хутшăнакансене “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, шкул директорĕн çумĕ С. Кальметов саламларĕç, А.Г. Николаевăн паттăрлăхне аса илчĕç.
Малтанах кĕçĕн классем старта тухса пĕрин хыççăн тепри çаврăм туса малалла ыткăнчĕç. Темле тăрăшсан та 4-мĕш класа çитекенни пулмарĕ. II-III вырăнсене 3-2-мĕш классем пайларĕç.
Вăтам классем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Кунти этапра хĕр ачасем тăрăшни курăнчĕ. Хăйсен пултарулăхне, вăйне пĕлсе чупса финиша 7-мĕш “а” класс малтан çитрĕ. II вырăнта 7-мĕш “б” класс, III вырăнта 6-мĕш “б” класс спортсменĕсем.
Виççĕмĕш этап аслă классем хушшинче иртрĕ. Стартранах 10-мĕш “г” класри Е.Иванова мала ыткăнчĕ, эстафета патаккине те малтан пачĕ. Çапла вара 10-мĕш “г” класа çитекенни пулмарĕ. II-III вырăнсене 10-мĕш “е” класпа 11-мĕш “е” классем пайларĕç.
Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ командăсене директор çумĕ С.Кальметов Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)