16 января 2010 г.
Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем 101 шутланса тăраççĕ, вĕсенчен 77-не йĕркепе тивĕçтерекен тулли мар яваплă «Уют» пĕрлешÿ пăхса тирпейлесе тăрать. Ĕçĕ темле курăмлах та мар пек, анчах вĕсемсĕр майĕ çук. Акă, аякрах вырнаçнă çуртсем патне çÿп-çап пуçтарма кун сиктерсе трактор килсе çÿрет. Ыттисен çурт çывăхĕнче контейнерсем пур, вĕсене тулнă май пушатса тăраççĕ.
Çуллахи вăхăтра подъездсенче тирпей-илем кĕртесси те «Уют» пĕрлешĕвĕн тивĕçĕ. Пĕлтĕр 8 çуртра 21 тимĕр алăк лартнă. Подъездсенчи çĕмĕрĕлнĕ чÿрече кĕленчисене ылмаштарнă, стенасене сăрласа илемлетнĕ. Ку ĕçе малалла тăсма палăртнă.
Кăçал районта Республика кунĕ иртет. Çавна май 17 çурта тĕпрен юсанă. Пÿрт тăррисене улăштарнисĕр пуçне подъездри электросистемăна, фасадсене çĕнетнĕ. Уявччен контейнерсене улăштарма, туалетсене, çурт таврашĕнчи отмосткăсене тирпейлеме планланă. Хăнасем умĕнче намăс курас мар тесен, çанталăк ăшăтсанах çанă тавăрма тивет.
Иртнĕ çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене çĕр кăмрăкĕпе ăшăтатчĕç, ятарлă котельнăйсем пурччĕ. Района газ çитнĕ май, хваттер хуçисем харпăр хăй «кăвак çулăм» кĕртессипе тимлеме тытăнчĕç. 2009 çулта Мир урамĕнчи – 4, Мичурин урамĕнчи 5 çурт газпа ăшăнма тытăннă. Паяна котельнăйран килекен «кăвак çулăмпа» 17 çурт усă курать, вĕсем те çитес çулсенче хăйсем хутма пуçăнĕç.
Çĕр кăмрăкĕпе усă куракан котельнăй пĕрре кăна, професси училищи çывă-хĕнче вырнаçни.
Çывăх вăхăтрах училище патĕнчи котельнăйне те газ çитет тесе пĕлтерчĕ коммуналлă тивĕçтерÿ тÿлевĕсемпе ĕçлекен В. Данилова оператор.
Хваттерте пурăнакансем хушшинче ăшăшăн, юсавшăн вăхăтра татăлманнисем чылай. Йĕркепе тивĕçтерекен тулли мар яваплă «Уют» пĕрлешĕвĕн халăхран миллион тенкĕ ытла укçа илмелле. Мичурин урамĕнчи пĕр çуртри хваттер хуçин парăмĕ – 68 пин тенке, Советски урамĕнчи икĕ çемьен 61 тата 63 пин тенке çитнĕ. Вĕсенех электричество çутипе усă курнăшăн тÿлемелли хисеп те пысăк.
Юлашки çулсенче электричество çутине вăрлакансем нумайланса пынине те палăртрĕç «Уют» пĕрлешÿре тăрăшакансем. Уйрăмах Мичурин, Дружба, Советски урамĕнче вырнаçнă çуртсенче нумай иккен.
Пĕрре, иккĕ пĕлтерсен те парăмсемпе татăлманнисемпе ирĕксĕрех урăхла калаçма, суд урлă шыраттарса илме тивет. Пĕлтĕр 45 заявлени, 420 пин тенкĕ шыраттарса илме панă. Хваттер тÿлевĕшĕн кăна – 30, электроэнергипе усă курнăшăн – 15 ĕç судах çитнĕ. Шыраттарса илнисем 240 пин тенкине татнă, ытти – юлнă. Халь ку ыйтупа суд приставĕсем ĕçлеççĕ.
Подъездри, çурт умĕнчи тирпейлĕх çавăнта пурăнакансенчен тата вĕсене пăхса тăракан хуçалăхран килет. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса вăй хурсан, парăмсемпе вăхăтра татăлса пырсан, лайăх улшăнусем те ытларах пулĕччĕç.