12 августа 2009 г.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул районта чи пысăкки. 2008 çулта вăл Раççей Президенчĕн Грантне (1 млн. тенкĕ укçа) çĕнсе илчĕ. Виçĕ хутлă капмар çуртра иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 797 ача ăс пухрĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнчĕ, олимпиадăра, юрă-ташă смотрĕнче малти вырăнсене тухрĕç. Паян кунта ачасене лайăх вĕренме, учительсене вăй парса ĕçлеме пĕтĕм услови пур: çутă классем, 2 пысăк спортзал, кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ столовăй. Шкулта 2 компьютер класĕ, 60 компьютер, 18 мультимедиапроектор, 2 интерактивлă доска, интернет çыхăнăвĕ пурри вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшать. Педагогсем канакан, ĕçлекен методика кабинетне те çĕнĕ компьютерсем вырнаçтарнă. Учительсем тăрăшни, хăйсен ĕçне пĕлсе, юратса туни ачасен пĕлĕвĕнче палăрать. Кашни çулах шкултан ылтăн тата кĕмĕл медальпе вĕренсе тухакансен йышĕ чылай. Иртнĕ вĕренÿ çулне те 11 ача вăтам пĕлÿ программине медальпе вĕçлерĕ. Выпускниксенчен нумайăшĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса, аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ.
Пĕлÿ çуртĕнче 68 педагог вăй хурать, вĕсенчен 18 аслă, 38 пĕрремĕш, 9 иккĕмĕш категориллĕ. Э. Карягина, Т. Табакова, Н. Карягина, П. Козлов, В. Шадиряков, В. Афанасьева, А. Майрина, Л. Максимова, З. Заргирова, П. Никитин вĕрентекенсен ĕçĕсене çĕр-шывăн пысăк наградисемпе хакланă.
Д. Енилин, М, Теребилова, В. Викторова, Л. Мулюкова, Л. Чернова, Р. Сапожникова, Г. Плешкова, А. Чылыкова, З. Антипова педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Пенсире пулин те хăйсем чылай çул вăй хунă шкулпа çыхăну тытсах тăраççĕ.
Тĕрлĕ вăхăтра учительсен коллективне ертсе пынă, шкул хуçалăхне аталантарса çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă В. Соколов, А. Цветков, И. Ионов, Я. Толстов, А. Гаврилов, А. Смирнов, С. Ичанкин, Ф. Урмаев, И. Николаев, Н. Федорова, Д. Енилин, П. Козлов ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Шкулта Л. Кураков академик, Г. Ломоносов профессор, филологи наукисен кандидачĕ А. Уськин, Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши те вĕреннĕ.
Пĕлÿ çуртĕнче краеведени музейĕ пур. Вăл экспонатсемпе пуян.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)