08 августа 2009 г.
Чăваш патшалăх тĕп архивĕн докуменчĕсене тĕп-чесе истори преподавателĕ Н. Козлов професси училищи малтанах вĕрентÿпе кăтарту мастерскойĕ пулнине пĕлнĕ. Ăна Аслă Патăрьел уезд совечĕн йышăнăвĕпе 1924 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче уçас тесе йышăннă. Кунта тимĕрçĕсене тата йывăçпа ĕçлекен сава ăстисене (столярсене) вĕрентнĕ.
Мастерской хальхи «Росгосстрах» вырнаçнă урамра Кепе юхан шывĕ хĕрринче пулнă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕ валли 4 класс пĕтернĕ 48 арçын ачана йышăннă. Вĕренме те, вĕрентме те çăмăл пулман. 1926-1927 вĕренÿ çулĕнче кашни вĕренекен валли 1 кăранташ, 3 перо, икĕ ача пуçне 1 ручка çеç туянма пултарнă. Мастерскойра сĕтел-пукан тата ытти ĕç хатĕрĕ туса сутма пикеннĕ. Çуллен 2 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ, пурлăх енчен пуянланса пынă, вĕренекенсене вĕри апат çитерессине йĕркелеме май тупнă. Пурăна киле мастерскойран ял хуçалăх шкулĕ, 1959 çулта училище туса хураççĕ. 1957 çулта машинăпа-трактор станцийĕсене пĕтернĕ хыççăн, пĕтĕм ял хуçалăх техникине колхозсене панине пула, ялсенче тракторпа тата комбайнпа ĕçлеме пĕлекенсем çитменни палăрнă. Çавна пула 1960 çулсенче училище бази çинче механизаторсене хатĕрлеме пуçланă. 1980 çултан пуçласа анлă профиллĕ тракторист-машинистсене, водительсене вĕрентме тытăннă. Тĕрлĕ çулта кунта сад ăстисене, кĕçĕн агрономсене, шут ăстисене, ветеринари фельдшерĕсене чылай хатĕрленĕ. Республикăри хуçалăхсенче вĕсем халĕ те ĕçлеççĕ-ха. 1982 çулта Иван Васильевич Мулюков училище ертÿçинче ĕçлеме тытăннă вăхăтра çĕнĕ çурт, общежити, столовăй тăвас ыйту çĕкленет. Республика тата район ертÿçисем пуçарăва ырлаççĕ, 1987 çулта общежити тата вĕренÿ çурчĕ çĕкленеççĕ. Тепĕр икĕ çултан училищĕн пĕтĕм комплексĕ хута кайнă.
Вĕренÿ çурчĕ çутă та, хăтлă. Кашни предметпа тата профессипе уйрăм кабинетсем, мастерскойсенче теорине ĕçпе çирĕплетме тĕрлĕ станок вырнаçтарнă.
Спортзал, пĕр вăхăтрах 220 ача ларса апат çиме пултаракан столовăй, стадион, йывăр атлетикăна кăмăллакансем валли тренировка тумалли уйрăм пÿлĕм, сĕтел çинче теннисла выляма та пултараççĕ, пуян библиотека, хăтлă общежити пур. Вĕрен, ĕçле, кан. Училище коллективĕ 100-е яхăн çынна пĕрлештерсе тăрать. Преподавательсем 23, ĕçе хăнăхтарас енĕпе ĕçлекен мастерсем 30, ыттисем – хуçалăх таврашĕнче тата общежитинче ĕçлекенсем.
Паянхи кун тĕлне училищĕре çитес вĕренÿ çулне кĕтсе илес енĕпе хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Вĕренме килес текенсен йышĕ те çулсерен хутшăнсах пырать.
Пирĕн училище республикăра чи ваттисенчен пĕри. Статистика кăтартăвĕсене пăхсан çакă паллă пулчĕ: кунтан 18 пине яхăн хĕрпе каччă вĕренсе тухса, ĕçлеме хăнăхса пурнăç çулĕ çине тăнă. Вĕсен хушшинче паллă çынсем те пур. Тĕслĕхрен П. Надин Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Ф. Ильин – Тикеш каччи, халь Çĕпĕрти Тобольск хулинчи ял хуçалăх академийĕн ветеринари кафедрин ертÿçи, профессор. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 147 çамрăк вĕренсе тухрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)