03 июня 2009 г.
Хуть хăш культурăна та акнипе кăна мар, тухăç илес тесен пăхмалла та. “Батыревский” хуçалăхра тĕш-тырă 1000 гектар ытла, çум-курăкран пĕ-тĕмпех хими препарачĕсемпе сапнă. Яваплă ĕçе Е. Моисеев, Н. Алимов трактористсене шаннă. Çавăн пекех имçампа вăй хунă çĕрте Г. Задорова, В. Микка, В. Пыркина, С. Михайлова, Г. Рубцова тăрăшнă. Çавăн пекех «Батыревский» хупă акционерла пĕрлешÿ çуллен «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе те лайăх ĕçлет.
Хуçалăхра 250 гектар йышăнакан çĕр улми йăранĕсене хăпартма та пуçланă. Ю. Осипов, П. Смирнов, П. Кудрявцев, Ю. Арланов, П. Гаврилов механизаторсем сменăпа вăй хураççĕ. Ĕç опычĕ пурин те пысăк. Хăйсене шаннă тивĕçе кирлĕ шайра тума тăрăшаççĕ. Йăрансене хăпартассине çывăх кунсенче вĕçлесшĕн.
Уй-хирте тимлекенсене валли столовăйра куллен апат пĕçереççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)