25 апреля 2009 г.
Чăваш Республикин каратен “сетокан” мелĕпе кĕрешекенсен пĕрлештернĕ команди Тольяттире Самара облаçĕн уçă чемпионатне хутшăнчĕ. Республика командинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Дима Софронов та кĕрешрĕ.
Чăваш кĕрешÿçисем хăйсен ятне ямарĕç, çивĕч кĕрешÿре 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 бронза медаль çĕнсе илчĕç. Дима Софронов вара 12-13 çулхисем хушшинче “ката” мелĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăна тухрĕ, Самара облаçĕн чемпионĕ пулса тăчĕ. 13 çулхисен ушкăнĕнче “кумите” мелĕпе кĕрешсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Дима Софронов кăшт маларах Çĕнĕ Шупашкарта “сетокан” мелĕпе кĕрешекенсен Чăваш Республикин уçă чемпионатне хутшăннăччĕ. Дима кунта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, республика чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ.
Икĕ хут чемпионăн малашнехи тĕллевĕсем тата та пысăкрах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)