01 апреля 2009 г.
Православи тĕнне хисеп тăвакансемшĕн Мăнкун умĕнхи Аслă типĕ малалла пырать. Кăçал вăл апрелĕн 19-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ку таранччен чылайăшĕ хăйсем пĕлсе е пĕлмесĕр, шухăшпа е ĕçпе тунă çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе типĕ тытнă, чиркÿсенче кĕлĕсенче пулнă хыççăн Туррăн ÿчĕпе юнне ăша илнĕ. Кунта çакна та палăртма кăмăллă. Юлашки çулсенче чиркĕве çÿрекенсем хушшинче ваттисем çеç мар, вăйпиттисем те, çамрăккисем те, шкул ачисем те йышлă пулни, хамăрăн тĕн йăли-йĕркине тытса пыни кăмăллă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)