21 января 2009 г.
Çыннăн пурнăçĕпе, сывлăхĕпе çыхăннă инкекре ют çук теççĕ. Чăнах та çапла пулмалла ĕнтĕ. Кирек мĕнле çыннăн шăпине çăлса хăварма та, пĕрремĕш пулăшу пама та шурă халатлисен алă айĕнче яланах юн кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ районти тĕп больница çулталăкне темиçе хутчен те донор кунне йĕркелет. Çакăн пек ятарлă кунсене вырăнсене тухса та ирттереççĕ.
Çĕнĕ çулта юн паракансен пĕрремĕш кунĕ çитес эрнере, кĕçнерникун пулĕ. Çак кунхине 18-65 çулсенчи сывлăхран тĕреклĕ çынсем Патăрьелĕнчи больницăра хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçлама пултараççĕ. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр тепĕр йывăр чирлĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)