Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Утаççĕ пĕрле юнашаррăн, туяççĕ тĕреклĕх çумра

01 октября 2008 г.

Янкăр тăрă пĕлĕтре хуркайăксем сывлăша икĕ еннелле çурса парăн-парăн васкамасăр вĕçеççĕ. Кашни çынпа сывпуллашнă евĕр, çунаттисене пĕр тикĕс чÿхентерсе илеççĕ.

Гена тетепе Зоя аппасен умне çитнĕскер, мăшăрланса вĕçекен телейлĕ кайăксене куç курми пуличченех сăнаса ăсатрăм. Миçе кĕркуннене çак çунатлă мăшăр пĕрле кĕтсе илет-ши? Патăрьелĕнчи Евдокия Димитриевнăпа Георгий Федорович Митинсем аллă çул юнашар утса пĕр-пĕрин тĕреклĕхне туйнине вара çак ял çыннисем чылайăшĕ çирĕплетме пултарать. Икĕ уйăх каялла вĕсем хăйсен çемйин çирĕплĕхне нумай-нумай çул тĕрĕсленĕ хыççăн ылтăн туйне паллă тунă.

Çĕр ачийĕсен пурнăç пуçламăшĕ çăмăлпа иртмен. Шăпа вĕсене иккĕшне те хăтлă сăпкара сиктермен. Георгий Федоровичсен çемйинче 12 ача çуралнă, Евдокия Димитриевнăсен те вĕсем сак тулли пулнă. Анчах çити-çитми, выçăллă-тутăллă, чир-чĕрлĕ пурнăç пепкесене пĕчĕккĕллех пĕрин хыççăн теприне леш тĕнчене ăсатнă. Çавăн пек чухне ĕлĕк ватăсем хуйхă хÿри татăлтăр, çуралнă ачасем сывă ÿсчĕр тесе юлашки ачине тепĕр ят панă. Çавăнпах ĕнтĕ Митинсен те хут çинчи ячĕ урăхла, паян вĕсене пĕлĕш хурăнташ, кÿршĕ-аршă хисеплесе Гена тете, Зоя аппа тесе чĕнет.

Митинсем чăнласах та ĕмĕр тăрăшшĕпе ĕçпе пиçĕхнĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, тÿрĕ чунлă çынсем. Георгий Федоровичăн ĕç стажĕ 52 çул! Çур ĕмĕр ытла унăн ылтăн аллисем (çаплах калас килет) халăхшăн ĕçленĕ. Патăрьелĕнчи сельхозмонтаж кантурĕнче 35 çул бригадирта çеç тăрăшнă вăл. Çак тапхăрта миçе çыннăн наставникĕ, вĕрентекенĕ пулман-ши; Унăн сăн ÿкерчĕкĕпе пархатарлă та хисеплĕ ячĕ яланах Хисеп хăми çинче пулнă. Ытахальтен мар ăна “За трудовое отличие” медаль парса чыс тунă. Ытти нумай парнесемпе Хисеп грамотисем хушшинче вăл ăна типтерлĕн упрать.

– Мана ĕç алли, ытлă-çитлĕ ăс, сывлăх парнеленĕшĕн атте-анне умĕнче паянхи кун та пуç таятăп. Пурнăç çулĕ çине тăма хам та лÿппер те наян пулман. Ултă класс вĕренсе тухнă хыççăнах хальхи ДРСУна конюх пулса вырнаçрăм. Виçĕ çул ĕçлерĕм унта. Уйăхне 180 тенкĕ укçа паратчĕç. Аслă вăрçă пуçлансан иккĕмĕш куннех аттене çар хĕсметне илсе кайнăран, мĕн пур тиев ман çинче пулчĕ. Уйăхне паракан 180 тенкĕ укçашăн тем пекех хĕпĕртеттĕмĕр. Каярахпа специальноçлă пулас тесе Канашри механизаторсен шкулĕнче вĕренсе тухрăм, тракторпа çÿресе ĕç опытне пуçтартăм. Виçĕ çул çар хĕсметĕнче пиçĕхсе пурнăç тути-масине ăнлантăм. Хам ĕмĕрте нихăçан та хаклă вăхăта алă усса ирттермен. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тĕп аптекăра 12 çул кочегарта ĕçлерĕм. Шыв пăрăхĕсене те хамах пăхса, тирпейлесе тăраттăм, – хуллен каласа парать Гена тете кайăкла вĕçсе иртнĕ вăхăтсем пирки.

Çак çемьери, кил-тĕрешри тирпейлĕх, хăтлăх, тараватлăх вара Зоя аппан тивлечĕпе пулса пырать. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ывăл та пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çав вăхăтрах çурт-йĕрне те çавăрнă, ĕçре те сатур пулнă. Евдокия Димитриевнăн ĕç кĕнеки çинче вара пĕртен пĕр пичет çеç. 14 çул тултарсан амăшĕпе дояркăна кайнă та пурнăç тăрăшшĕпех хăй шăпине çак ĕçпе çыхăнтарнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл выльăх-чĕрлĕх ферминче пулнă. Ĕç пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтсан, Зоя аппа чăн малтанах чĕрене çырăнса юлнă чи йывăр вăхăтсене аса илчĕ. Çăпата сырнă çамрăк хĕр упраç ĕнине те хăех алăпа сунă, айсарăмне тасатнă, апатне те кăвапаран туртса ыратичченех сĕтĕрнĕ. Витере пылчăк çăрăлнăран, çуркуннесенче шыва аякри кÿлĕренех йăтнă. Хăйсемех вут чĕртсе шывне ăшăтнă, апатне хатĕрленĕ... Урăхла каласан киле темиçе сехет выртса канма çеç кайнă. Колхозран укçа парайман пулин те, тырăшăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Ашшĕсĕр ÿснĕ тăлăх ачасем амăшне пулăш пултăр, килте çиме юр-вар çиттĕр тесе нушаланса та пулин ĕнине те усранă. Пурăнас тесе тапаланнă ĕнтĕ. Зоя аппана ĕçре ĕçченлĕхшĕн яланах хисепленĕ. Вăл тăтăшах ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă. Паян вара Ленин орденĕн кавалерĕ вăхăтĕнче хăйне епле хисепленине хавхаланса каласа парать.

Телей тени ана палли мар, вăл никама та йăхран йăха куçмасть. Митинсен туслă çемье пуçлăхĕсем Георгий Федоровичпа Евдокия Димитриевна пурнăç умĕнче чи çирĕп “присягăсене” тытса çур ĕмĕр мăшăр кăвакарчăнсем пек пурăннине тĕпе хурса вĕсене телейлĕ мăшăрсен шутне кĕртес килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика