30 июля 2008 г.
Шăкăлт-шăкăлт “пушмакпа”, йăкăлт-якăлт утăпа качака пырать, качака пырать... Çак сăмахсемпе юмах яма пуçлатчĕç эпир ача чухне. Качаки вара паян кун та çав “пушмакпах”, çав утăпах çÿрет. Район центрĕнчи тип-тикĕс асфльтпа çулăн пĕр енчи чечек клумбисене таптать вăл, илеме пĕтерет. Унтан тепĕр енне каçать. Сухаллăскер, хитререн хитре çеçкесене суйлать. Район администрацийĕ умне те çитет. Хуçаллăскерсем вĕсем. Çыннисем вара курмăш пулаççĕ. Кайран хурав тытмалла пулмĕ-ши вĕсен;
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)