Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун канăçне кĕрешỹре тупнă

28 марта 2007 г.

 

Хальхи вăхăтра час-часах аслисенчен ачасем нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ тенине илтме пулать. Анчах та çак сăмахсене Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пирки ниепле те калаймăн. Тăхтав вăхăтĕнчи пушă вăхăта та сая ярасшăн мар: кам библиотекăра, кам компьютер умĕнче, кам спортзалта вăй-халне пиçĕхтерет. Уроксем вĕçленсен ачасем кружоксемпе секцисене васкаççĕ, тĕрлĕ конкурса хатĕрленеççĕ. Вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсем вара çанă тавăрсах экзамен ыйтăвĕсене шĕкĕлчеççĕ.

Вĕренекенсем уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине кăмăллани сисĕнет. Арçын ачасем çеç мар, хĕр ачасем те хаваспах çỹреççĕ кунта. Тĕрĕсрех каласан, ку секци хамăр шкултан вĕренсе тухнă, халĕ "Букет Чувашии" фирмăн тĕп директорĕ О.Мешков çине тăнипе уçăлнăччĕ. Паянхи кун та Олег Вадимович кĕрешỹçĕсене тимлĕх уйăрать. Лешсем те парăмра юлмаççĕ. М.Зейнетдинов тренер ертсе пынипе республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче шкул, район, республика чысне хỹтĕлеççĕ. Хутшăннипе çеç мар, малти вырăнсемсĕр таврăннине курман, кашнинчех парнесемпе тĕлĕнтереççĕ. Çак пултаруллă, маттур ачасенчен пĕрин çинчен _ Лисицына Алевтина çинчен çырса кăтартасшăн паян.

Пиллĕкмĕш класранпа туслă вăл çак спортпа, пĕрре те çыхăнăва татман. Халĕ вăл çиччĕмĕш класра вĕренет. Алевтина ăмăртусенче çĕнсе илнĕ медальсен шучĕ вуннăран та иртрĕ. 2007 çул уншăн уйрăмах ăнăçлă пуçланчĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусенче виçĕ ылтăн, пĕр пăхăр медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Иртнĕ çул, кĕркунне, республика чысне те хỹтĕлеме тивнĕччĕ ăна. Раççейри чи вăйлă кĕрешỹçĕсем хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăнни хăех мĕне тăрать? Халĕ татах республикăн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Сăмах май каласан, районтан виçĕ хĕр ача унта. Вĕсенчен иккĕшĕ, Лисицына Алевтинăпа Иванова Августина, пирĕн шкултан. Апрель уйăхĕнче вĕсен республика чысне хỹтĕлеме Челябинск хулине тухса каймалла. Ăсталăха тата вăйлăрах туптама вĕсене тата тренерне М.Зейнетдинова икĕ эрнелĕхе Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине чĕнсе илнĕ. Паллах, çак çитĕнỹсем тар тăкмасăрах пулман ĕнтĕ.

_ Чăнах та, кашни ачан мĕнле те пулин пултарулăх е урăхларах каласан Турă пани пур. Анчах та ăна вăхăтра туйса илсе аталантарма тăрăшмалла. Акă, Алевтинăпа Августина тата ытти хăш-пĕр ача кĕрешмех çуралнă. Вĕсен шăпах çак енĕсем лайăх аталаннă, _ тет Мавлет Хабибуллович секци ĕçĕпе паллаштарнă май.

Мĕнех, чун канăçне кĕрешỹре тупнă ачасене ăнăçусем çеç сунас килет. Малашне вара Раççей чысне хỹтĕлекенсен йышĕнче те курасчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика