Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш парнисемшĕн

12 марта 2007 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта А.Журавлев ячĕпе волейбол турнирĕ ирттересси çирĕпленсе çитрĕ. Саша Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак шкулта пĕлÿ илнĕ. Хăй те тĕрлĕ ăмăртура шкул чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Çар тивĕçне унăн Афган çĕрĕ çинче пурнăçлама тивнĕ. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Пирĕн ентеш пĕр çапăçура мина çине лексе вилмеллех аманать. Унăн паттăрлăхне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе хакланă.

21 çул иртрĕ пулин те вĕрентекенсем Саша сăнарне манăçа кăлармаççĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Хаçатсем кăлараççĕ, паттăрăн амăшĕпе тĕл пулусем ирттереççĕ. Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕпе волейбол вăййине кăмăллакансем çулленех ăна хисеплесе шкула пуçтарăнаççĕ. Кăçал та тăхăр команда вăй виçрĕ. Вĕсене ăмăрту пуçланас умĕн шкул директорĕ П.Александров, Канашри ПАТП директорĕ Р.Мясников, Сашăн амăшĕ Раиса Николаевна саламларĕç, çитĕнÿсем сунчĕç. Çавăн пекех А.Журавлев вил тăпри çине тата Пăлапуç Пашьелĕнчи Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне шкул ачисем гирлянда хучĕç.

Хĕрсем хушшинче аслă тата ятарлă вăтам заведенисенче вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ. Шкул ачисем – иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн командипе учительсен команди виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене пайларĕç.

Ар çынсенчен кĕтнĕ пекех Канашри ПАТП команди мала тухрĕ. Хăйсен директорĕ Р.Мясников (вăл Сителте çуралса ÿснĕ) ертсе пынипе вĕсем мечĕк хыççăн мечĕк выляса илсе финала çитрĕç. Кунта хăнасемпе танлашаканни пулмарĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр те вĕсем çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕччĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене студентсемпе шкул ачисем пайларĕç. Малалла вара йĕркипе “Букет Чувашии” (Шупашкар хули) тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн командисем.

Ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма спонсорсем те пулăшу кÿчĕç. Уйрăмах, “Букет Чувашии” фирмăн тĕп директорне О.Мешкова, çак фирмăрах ĕçлекен М.Матюшкина, Канашри ПАТП директорне Р.Мясникова тата ыттисене те тав сăмахĕ каласа хăварас килет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика