22 ноября 2006 г.
Пăлапуç Пашьел чиркĕвĕ çине чансем хăпартасси çинчен вулакансене пĕлтернĕччĕ. Мĕнлерех иртсе кайрĕ-ха çак сăваплă кун.
Ирхи кĕлĕ пуçланнă вăхăт тĕлне çак куна уявлама Чăваш Епархинчен Савватий епископ, епархипе 6-мĕш округĕн благочиннăйĕ Анатолий протоиерей, Аслă Арапуç чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий иерей, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсĕнчи чиркỹ настоятелĕ Леонид иерей, Комсомольски районĕнчи Луцкое салинчи чиркỹ настоятелĕ Виталий игумен, Шурут ялĕнчи чиркỹ настоятелĕ Сергий иерей, диаконсемпе манахсем килсе çитрĕç. Кĕлĕ пуçланчĕ...
Сăваплă уява Пăлапуç Пашьел чиркỹ прихутне кĕрекен ял çыннисемсĕр пуçне таврари ялсенчен те çынсем йышлă килнĕ. Унта çавăн пекех Чăваш агропромбанк управляющийĕ Е.Письменская, Патăрьел агропромбанк управляющийĕ Л.Егорова, Патăрьел район ертỹçи Н.Глухов, район Пухăвĕн депутачĕ А.Емельянов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх ертỹçи В.Никитин, "Булинское" общество ертỹçи С.Чаданов хутшăнчĕç. Пуçтарăннă халăх чиркĕве те шăнăçаймасть. Кĕлĕ вĕçленнĕ вăхăта чиркỹ умне тĕрлĕрен виçеллĕ 11 чан вырнаçтарса тухнă. Вĕсене владыка Савватий кĕлĕ туса, Турă шывĕ сапса тасатрĕ. Пуçтарăннă çынсем чансем çине парнесем çакса, Турăран ырлăх-сывлăх ыйтса вĕсене чуп туса тухрĕç.
Çакăн хыççăн чансене хăпартас ĕçсем пуçланчĕç. Малтанах 90 килограмм таякан чана П.Черновпа П.Чаданов урамран пуçласа чансем çакмалли вырăна, чиркỹн 4-мĕш хутне çитиччен картлашкасем тăрăх йăтса хăпарчĕç. "Булат" предприяти крановщикĕ 650, 260 килограмлă чансене кранпа йăтса илсе чиркỹн 2-мĕш хутне хăпартса пачĕ. Унтан ялти ăстасем П.Чернов, В.Денисов, Л.Яковлев, С.Чаданов, А.Ефимов, Н. Алендеев ятарласа хатĕрлесе хунă механизмсемпе усă курса чиркỹн 4-мĕш хутне çитерсе вырнаçтарса, çакса хучĕç. Çĕнĕ чансене малтан чиркỹ настоятелĕ Николай иерей кĕвĕлесе çапса ячĕ. Ĕç-пуç каç енне каичченех пычĕ пулин те пуçтарăннă халăх чансен сассине илтмесĕр килĕсене каймарĕ. Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, чансен сасси прихожансене (чиркĕве çỹрекенсене) чиркĕве йыхăрнисĕр пуçне, кунта ирттернĕ кĕлĕ пĕлтерĕшне Аслă Турă патне çитерет.
Пуçтарăннă хăнасене чиркỹ çумĕнчи ваттисен çурчĕн столовăйĕнче апатлантарчĕç. Унта Савватий Владыка сăмах илсе, чиркỹ настоятельне иерей Николая ĕçри çитĕнỹсемшĕн тав туса сывлăх сунчĕ, протоиерей ят парса сăвапларĕ.
Çак уяв ячĕпе килнĕ хăнасем Николай аттене малашнехи пурнăçĕнче, ĕçĕнче ăнăçусем, сывлăх сунса сăмах каларĕç, парнесем пачĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)