11 октября 2022 г.
ИРТНĔ эрнере "Вăрмана сыхлар" акципе килĕшỹллĕн Чăваш Республикинчи çут çанталăк министерствин "Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ" учрежденин, гидроресурс, район администрацийĕн, районти централизациленĕ клуб системин, Туçа ял тăрăхĕн, шкул, библиотека представителĕсем Тутар Тимешĕнче хыр, çăка, лиственница, чăрăш, юман йывăçĕсене (мĕн пурĕ 6000 тĕп) лартнă. Акцие 100 ытла çын хутшăннă.
Çак кунсенчех Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çурчĕн тата библиотека ĕçченĕсем вырăнти администраци ĕçченĕсемпе пĕрле "Раççейри шыв" тата "Симĕс Раççей" акцисене тата районти экологи субботникне хутшăнса ял старости Леонтий Александов ертсе пынипе масар территорине тирпейленĕ, хăрнă йывăçсене каснă, хыт-хурана çулса тасатнă, вĕсене Н. Казаков хăйĕн тракторĕпе çỹп-çап тăкмалли вырăна леçнĕ. Акцие хутшăннисем çавăн пекех кану паркне лăсăллă кедр йывăçĕсене лартса хăварнă. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх кедр пуçласа хăйĕн çимĕçĕпе çирĕм çултан савăнтарма пултарать теççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)