12 июля 2022 г.
Пăлапуç Пашьелĕн кану паркĕнче яла йĕркеленĕренпе 397 çул çитнĕ ятпа уяв иртрĕ. Йăлана кĕнĕ кăçалхи мероприятие Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Т.Шакуров тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç, пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕç.
Уяв ялти культура çурчĕн ертỹçи Надежда Гордеева ертсе пыракан вăйă картинчен пуçланчĕ. Унта хăнасем те кăмăлтан явăçрĕç.
Пăлапуç Пашьел кунне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин уçрĕ. Пухăннисене çак ятпа саламланă май малашнехи пĕрлехи ĕçре çитĕнỹсем сунчĕ. Олег Вадимович Мешкова "Пăлапуç Пашьел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" хăйăва тата медале çакса ячĕ. Ял пурнăçне хастар хутшăнакансене, пултаруллисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ.
Малалла пĕрлештернĕ хор концерчĕ пулчĕ. Ялта 12 урам. Кашнийĕ пĕрер номер хатĕр-ленĕ. Çавăн пекех ялти вăтам шкул коллективĕ те айккинче юлмарĕ.
Уявра ал ăстисен выставкине те йĕркеленĕ. Кашни урамра пурăнакансен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан фотостендсем тăратнă.
Çулленех тата наци апат-çимĕçне хатĕрлессине, вĕсемпе хăнасене сăйлассине мала хураççĕ. Çакă пĕр-пĕринпе çывăхланма та пулăшать. Çитĕнекен ăрушăн кăтартуллă та. "Уявра ачасем йăх-несĕл, йăла-йĕрке çинчен тĕплĕн пĕлме пултараççĕ" - терĕç хăнасем уяв пĕлтерĕшне палăртса.
Спорт мероприятийĕсен программине кĕрешессине, волейболла выляссине, кире пуканĕ йăтассине тата ыттисене те кĕртнĕ. Мала тухнисемпе çĕнтерỹçĕсем тĕрлĕ шайри дипломсемпе хаклă парнесене илчĕç.
Уяв чăваш эстрада юрăçисен концерчĕпе тата дискотекăпа вĕçленчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)