Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çырулăхне халалланă эрне

11 мая 2021 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Вăл сăвă çыракансен конкурсĕпе пуçланчĕ. Маларах вара тĕрлĕ урокра ачасем вĕрентекенсемпе пĕрле тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Çак темăпа акросăмах, акросăвă, синквейн çырчĕç, хĕвел кластер турĕç, тĕрлĕ цитатăпа паллашрĕç, пултаруллă чăваш çыавçисен сăввисене вуларĕç. Сăвă çыракансенчен чи маттурри 7 класра вĕренекен А. Бахитова пулчĕ. Вăл районти "Сарпи вулавĕсем" конкурсра та малти вырăна тухнăччĕ. Çавăн пекех 6 класри А. Лазарев, З. Степанов сăввисем те ăнăçлă тухрĕç.

5-8 классем валли С.Никитинăпа И.Матюшкина вĕрентекенсем "Яковлев вулавĕсем" литература сехечĕ йĕркелерĕç. Ачасем Иван Яковлевич калавĕсене вуларĕç, пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен презентаци пăхрĕç.

"Чăваш Республикин патшалăх паллисене пĕлетĕр-и?" конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унта улттăмĕшсем пурте хутшăннине палăртма кăмăллă. С.Тихонова класс ертỹçи те вĕренекенсене хавхалантарса тăчĕ.

9 класри К.Степанова, 8 класри Мария тата Раиса Шугуровăсем, М.Агашева тулли хуравсем пачĕç. 8 класра Чăваш Республикин символĕсене халалланă сехет иртрĕ. С.Никитинăпа пĕрле ачасем историне, гимн сăмахĕсене аса илчĕç.

Пĕр саспаллирен пуçланакан сăмахсенчен тăракан калав çырма çăмăлах марри паллă. Ачасем вара çак конкурса та хаваспах хутшăнчĕç. "А", "К", "Х", "П", "Т" сас паллисемпе усă курса çырнă хайлавсене вулама кăсăклă пулчĕ. Конкурсра С.Киданов, А.Вастулова (5 класс), А.Матвеева, О.Максимова, Л.Урмакова (7), М.Шугурова, В.Журавлев (8), К.Степанова, А. Аблясов, А.Герасимов, К.Васильева, В.Максимова (9), Е.Матвеева, С.Матюшкина (10) палăрчĕç.

 "Сас паллисен çĕршывĕнче" ăс-хакăл вăййи те килĕшрĕ 5-7 классене. Кунта тавçăрулăх та, тавра курăм анлă пулни те кирлĕ пулчĕ. Вăйăра "Асамат кĕперĕ" (7 класс), "Хĕлхем" тата "Чĕвĕлти чĕкеç" ушкăнсем мала тухрĕç.

10-11 класра вĕренекенсем валли юбиляр çыравçăсене халалласа çавра сĕтел иртрĕ. Унта Юхма Мишши, Валерий Туркай поэтсем çинчен пычĕ калаçу.

10 класра вĕренекенсем ялта çуралса ỹснĕ Анатолий Васильев паллă музыкант, педагог, артист тата поэт пултарулăхне пăхса тухрĕç, унăн сăввисене вуларĕç. 7-11 классем эрне тăршшĕпех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ йĕркеленĕ "Тăван чĕлхе - пĕлỹ чĕлхи" онлайн-викторинăна хутшăнчĕç. 9 класра вĕренекенсем валли "Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем" хỹтĕлев урокĕ иртрĕ. Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ 150 çул тултарнине халалланă "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхем" викторина ыйтăвĕсем те кăсăклă пулчĕç.

11 классемпе И. Матюшкина конкурс ирттерчĕ. С. Матюшкина, С.Степанов, А.Соколова, С.Степанова чи тавçăруллисем пулнине палăртмалла.

7 класра вĕренекен А. Бахитова районти тĕп библиотека ирттернĕ "Пултарулăх çăлкуçĕ" автор сăввисен фестивальне хутшăнса диплом илчĕ. Вăлах "Эпĕ чăвашла калаçатăп" республика акцине те хастар хутшăнчĕ.

Эрне пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Тăван чĕлхе малалла та аталантăр тесен унта кашнийĕн тỹпе хывмаллине туйрĕç вĕренекенсем.

С. ПЕТРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика