16 марта 2021 г.
2021 çулхи мартăн 11-мĕшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн-чи православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Патăрьел çĕрĕ çине Мускаври çветтуй Матронăн, Петр тата Павел апостолсен, асап тỹссе вилнĕ Ванифатий çветту- йĕн çĕрмен ỹчĕсене (мощисене) илсе килнĕ. Вĕсене Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче çуралса ỹс- нĕ, Турă Амăшĕ çуралнă ячĕллĕ храм настоятелĕ Александр Мискин протоиерей пулăшăвĕпе Мускаври Покровски мăнастиртен тата Калязин районĕнчи Поречье ялĕнчи храмран парса янă.
Пархатарлă та сăваплă ĕçĕн пуçаруçи, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев. Акă, мĕн пĕлтерчĕ вăл кун пирки:
- Турра ĕненекенсем, Христос тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем кашниех хăйсен ĕмĕрĕнче пĕр хутчен те пулин Мускавра упранакан çветтуй Матронăн çĕрмен ỹтне сĕртĕнме ĕмĕтленет. Ун пек шухăш манăн та пулнă. Анчах çакна пурнăçа кĕртме вăл пиртен аякра упранни ял çыннишĕн пысăк чăрмав. Çветтуйăн хăвачĕн пĕчĕк пайне хамăр пата илсе килес шухăш вара икĕ çул каяллах çуралнă. Сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме
Александр Мискин протоиерей пулăшрĕ. Вăл Пăлапуç Пашьелĕнчи çĕнĕ храмăн пĕрремĕш пачăшки пулнă, паянхи кун Канаш районĕнчи Кĕçĕн Кипечри храм настоятелĕ шутланакан Николай Дунаевăн ентешĕ. Тавах вĕсене пуриншĕн те. Александр Мискин протоиерей аса илнĕ тăрăх, ача чухне Çĕпрел районĕнчи çынсем ялта кĕлĕ çурчĕ пулманран пирĕн районти Тăрăн чиркĕвне килнĕ. Çавна шута илсе вĕсем çветтуйсен сăваплă хăватсен пайĕсемпе чăн малтанах çак храмра чарăннă.
Инçе çултан килекенсене Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчен пуçтарăннă Турра ĕненекенсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица храм настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Христос çуралнă ячĕллĕ храм настоятелĕ Николай Чувашов, ытти пачăшкăсем кĕтсе илнĕ. Тăрăн чиркĕвĕнче уяв молебенне ирттернĕ хыççăн çветтуйсен çĕрмен ỹчĕсен пайне Пăлапуç Пашьелĕнчи Сретение Господня храмне вырнаçтарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăваплă хăватсен пайне района илсе килме пулăшнă Петр Ларева, Николай Дунаев протоиерея чун-чĕререн тав тунă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)