01 декабря 2020 г.
Чăваш тĕрри… Мĕн тери илемлĕ те асамлă, пуян та илĕр- тỹллĕ вăл! Тĕрĕ ỹнерне чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах аталантарса пынă. Унпа вăл хăй тăхăнакан тумтире те, капăрлăха та, савăт-сапана та, кил-тĕрешри ытти япалана те илемлетнĕ. Тĕрĕре чăваш хăй пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне сăнланă…
Паянхи кун та эпир ун илемĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастпăр. Çакна тепĕр хут ĕнентерсе пачĕç те ĕнтĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне халалласа ирттернĕ класс сехечĕсем, куравсем, экскурсисем, уроксем, ăсталăх класĕсем. Тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарас, несĕлсен пуянлăхне анлăрах сарас, хамăрăн тĕлĕнмелле пуян йăла-йĕркене упраса хăварас, вĕсене ăруран-ăрăва куçарса пырас тĕллевпе йĕркелерĕç те вĕсене. Тĕрĕ-эреш тĕсĕсемпе те паллашрĕç. Уяв кунне халалланă нумай акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Саша Сапожниковпа Анастасия Бахитова сăвăсем вуласа савăнтарчĕç, хăшĕсем чăваш тĕррипе чỹречесене эрешлерĕç, теприсем наци тумĕллĕ сăн ỹкерчĕксемпе тыткăнларĕç, классенче кĕтессем йĕркелерĕç.
Чăваш тĕррин кунĕнче вара шкулти ал ăстисен куравĕ уçăлчĕ. Кашни ачана ĕçе явăçтарма тăрăшнă аслисем. Технологи предмечĕпе пĕлỹ паракан Ольга Иванова, Сергей Матюшкин, кĕçĕн классене вĕрентекенсем, класс ертỹçисем, Мария Вазенкова аслă вожатăй ачасене хавхалантарсах тăчĕç, ĕç йĕркипе паллаштарчĕç, материал суйлама пулăшрĕç. Ирина Матюшкина вĕрентекен, Елена Иванова шкул библиотекарĕ, ытти ĕçченсем те хăйсен тỹпине хыврĕç. Ашшĕ-амă- шĕ те айккинче юлмарĕ, ачисемпе пĕрле чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене тишкерчĕ, пулăшу кỹчĕ.
Наци тумĕ тăхăннă пуканесем те, хитре эрешлĕ чылай салфетка, йĕп чикмелли, кĕнеке хушшине хумалли, амулет, илемлĕ панно, хут çине ỹкернĕ чăваш эрешĕсем, телефон чехолĕ таранчченех вырăн тупнă кунта. Уйрăмах кĕçĕн тата вăтам классем хастар пулнине палăртса хăварас килет. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнчи Софья Матюшкина та талисман пукане ăсталанă. 10 класри Анна Платонова, София Матюшкина, 7-мĕшĕнчи Лариса Урмакова, Ксения Иванова, 6-мĕшĕнчи Николай Иванов тата 3 класри Алина Васильева ĕçĕсем районти конкурса хутшăнма тивĕç пулчĕç.
Чăваш тĕрри çинчен каласа паракан стенд умĕнчен те чарăнмасăр иртмерĕç ачасемпе аслисем. Илем çеç мар, тĕрĕре авалхи çырулăх йĕрĕсене те курма пулнине сăнарĕç. Кунтах чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма май пулчĕ.
С. НИКИТИНА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)