13 ноября 2020 г.
ПĂЛАПУÇ Пашьелĕнчи вăтам шкул коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ, выпускниксем, ял хастарĕсем ачасем хăтлă шкулта, лайăх условисенче вĕренсе пĕлỹ илччĕр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе пĕлỹ çуртне тирпей-илем кĕртес тесе çулсеренех сахал мар ĕç тăваççĕ. Тăван шкултан вĕренсе тухнă Алексей Ефимов пулăшнипе пĕлтĕр вĕренỹ учрежденийĕ умне 200 тăваткал метр брусчатка сарнăччĕ. Çак ĕçе малалла тăсса кăçал тепĕр 150 тăваткал метр территорие илемлĕ плиткăсемпе капăрлатнă. Сăваплă ĕçе Ашшĕсен канашĕ ертсе пынипе коллективра вăй хуракан арçынсемех пурнăçланă. Брусчаткине туянма ашшĕ-амăшĕ пулăшнă, цементпа районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев предприниматель тивĕçтернĕ. Пархатарлă ĕçе В. Раськин фермер хуçалăхĕ те хăйĕн тỹпине хывнă. Шкул коллективĕ савăнăçа пĕрле пайланипе пĕрлех алă тăсса пулăшакансене чĕререн тав тăвать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)