09 июня 2020 г.
Çĕнтерỹ уявĕ - аслă, çутă, чуна пăлхантаракан, мăнаçлантаракан, савăнтаракан пысăк уяв. Вăл уявсен уявĕ тесен те йăнăш мар. Ăна миçе миллион çын çывхартассишĕн тăрăшнă-ши? Пĕрисем хаяр çапăçăва кĕнĕ, теприсем тылра ырми-канми вăй хунă. Анчах çирĕп чунлă çынсем вутра та çунман, шывра та путман.
Хăюллă та вăйлă, паттăр çын пирĕн йăхра та пур. Вăл манăн мăн асаттен ашшĕ - М. Степанов. Михаил Федотович 1904 çулта Аслă Арапуçĕнче (Первомайскинче) кун çути курнă. Вăл 10 çулта чухне унăн ашшĕне Яппун вăрçине илсе кайнă. Хăйне вара шăпа Фин вăрçине çитерет. Мĕн чухлĕ нуша курман-ши вăл! Таврăнсан та нумай пурăнайман çывăх çыннăм, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. 1941 çултах тăшманпа çапăçма каять. Килне мăшăрĕпе 7 ачи тăрса юлаççĕ. Калама кăна вĕт... Аттесĕр ỹсме питĕ йывăр. Выçлăхне те, ытти нушине те чăтнă. Ытла та хаяр пулнă çав вăл вăрçă, никама та хĕрхенмен. Çемье виçĕ кĕтеслĕ çырусене чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Вăрçăра салтак фашистсене хирĕç хăюллăн кĕрешнĕ. Вутпа çулăм ăшне миçе хутчен кĕмен-ши? Пĕр çапăçура аманса 6 уйăх госпитальте сипленнĕ. Унтан каллех аллине пăшал тытнă. 1944 çулта йывăр суранланнă хыççăн М. Степанова килне яраççĕ. Ялта ăна колхоз председателĕ пулма шанаççĕ. Каярахпа вĕсен çемйинче тата тепĕр ача çуралать.
Кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă мăн-мăн асатте вăрçăран. Маншăн вăл паттăр çын. Анлă тавракурăмлă пулнипе те палăрса тăнă.
Ĕнерхи салтак суранĕсем ыратсан та ĕçре хастар пулнă, лайăххине ĕмĕтленнĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мана çакна та пĕлме кăсăклă пулчĕ: хăйĕн пурнăçĕнчи хăш-пĕр саманта тетрадь çине çырса пынă. Пире валли парне хăварнă. "Пуçна - сывлăх, мулна - перекет", -теме юратнă иккен тата. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă çын сывлăха тĕпе хуни ахальтен мар. Ачисене пуррине перекетлĕ тытма та хăнăхтарнă. Вăл вăхăтра çăкăр тĕпренчĕкĕ те хаклă пулнă-çке! Паян вара эпир кулачран та тăраннă, хисеплеместпĕр.
85 çул пурăннă вăрçă ветеранĕ. Хăйĕн пурнăçĕ пирки шкул ачисене те паллаштарнă. Пире вара ун çинчен Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан асатте - Зот Николаевич Степанов - каласа пачĕ.
Пирĕн ачалăх мирлĕ тỹпе айĕнче, сарă хĕвел ăшшинче, атте-анне çумĕнче иртессе шанатăп, ĕненетĕп. Вăрçă паттăрĕсем умĕнче пуçа таятăп. Чыс та мухтав вĕсене çак телейлĕ пурнăçшăн!
Ксения СТЕПАНОВА, Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)