Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Журавлева манмаççĕ

26 февраля 2020 г.

Саша Журавлев шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа кăсăкланнă, ăмăртусене хутшăннă, каярахпа Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕн (вăтам шкул хыççăн çавăнта вĕреннĕ) чысне те сахал мар хỹтĕленĕ. "Çирĕп кăмăллă, ырă тĕслĕхлĕ салтак пуласшăнччĕ яланах ывăлăм. Кашни ир хул-çурăмне тĕреклетме физзарадка тăватчĕ. Пĕр ĕçрен те ỹркенместчĕ. Шел, унăн ĕмĕтне Афганистан вăрçи татрĕ..." - хурланса аса илет паян 1986 çулта çар тивĕçне пурнăçланă чухне пулса иртнĕ синкерлĕ ĕç пирки Роза Николаевна.

Воин-афганеца асра тытса Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта йĕркеленĕ волейбол турнирне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, тĕп хуламăртан килнĕ Раççей Геройĕ Евгений Борисов, ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин, шкул директорĕ Сергей Матюшкин, Пăлапуç Пашьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Иоан Сприсян, Афганистан вăрçин участникĕ, Сашăн çывăх тусĕ тата турнира йĕркелекенĕ Сергей Кузьмичевпа ытти юлташĕсем, вăрçă паттăрĕн амăшĕ, çывăх тăванĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, асăну турнирне кунта 1992 çултанпах ирттереççĕ.

- Хăйсен çар тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕршывшăн пуç хунă кашни салтак пирĕн асăмăрта. Мирлĕ тапхăрта синкерлĕ вăрçа пула çамрăклăхне татнă салтаксене асăнса районта турнирсем иртеççĕ. Паттăрсен ячĕ хыпарсăр çухалмасть, вĕсем умĕнче эпир яланах пуç таятпăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов асăну турнирне йĕркелекенсене тав сăмахĕ каланă май.

Волейбол турнирĕ ытти çулсенчи пекех çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма хĕрарăмсен командисенчен Первомайски ял тăрăхĕ тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Пăлапуç Пашьелĕнчи "Баиш" команда, виççĕмĕшĕнче шкулта вĕренекен хĕрсен команди тухрĕ. Арçынсенчен те Первомайски ял тăрăх спортсменĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. "Баиш-1" иккĕмĕш, "Баиш-2" виççĕмĕш вырăнсенче.

Асăну турнирне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем вăрçă вăхăтĕнчи юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика