Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрласассăн чун уçăлать, пурăнма та çăмăл туйăнать

23 июля 2019 г.

Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан Г. Ивановăна мĕн ачаранах юрă тĕнчи хăй патне илĕртнĕ, унăн питĕ сцена çине тухас килнĕ. Çавăнпах ялти шкултан 8 класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытма шухăшланă. Хĕрĕн ĕмĕтне амăшĕ татнă. Çапла вара мал ĕмĕтлĕ çамрăк çывăх çыннин кăмăлне хирĕç каяс темен, 1970 çулхине "Комсомолец" колхозăн фермине вырнаçнă. Ĕне-выльăх пăхасси те уншăн ачаран хăнăхнă ĕç пулнă.

- Эпĕ ĕне сума ир вĕреннĕ. Анне ĕçрен час таврăнайман чухне пĕчĕклех витре йăтса витене тухаттăм. Выльăхсене юратнăранах фермăра вăй хума тытăнтăм. Малтанласа пĕлменни те пулнă ĕнтĕ, Вадим Маркович Мешков зоотехник тĕплĕн ăнлантарса паратчĕ. Паян пурнăçшăн ỹкĕнĕçĕм те, аннене вĕренме яманшăн çилленни те çук. Манăн ĕмĕтĕм каярах пулсан та - пурнăçланчĕ. Эпĕ ялти клуб çумĕнче йĕркеленнĕ халăх фольклор ушкăнне юрлама çỹретĕп, - тет Г. Иванова ăшшăн калаçнă май.

Çамрăка фермăра вăй хума та çăмăлах пулман. Ĕнесене алăпа сунă, флягăсене хăйсемех йăтнă. Паян вăл сĕт тỹрех пăрăх тăрăх ятарлă савăта каять. Çирĕп кăмăллă хĕр йывăрлăхсене парăнтарса ĕçре те часах палăрнă. 1973 çулта Галина Петровна "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна илме тивĕçнĕ.

Шăпа Пăлапуç Пашьел хĕрне Ульяновск облаçне те илсе çитернĕ. Çак ялтах çуралса ỹснĕ Василий Кирилловичпа пĕрлешнĕ хыççăн мăшăр кỹршĕ региона пурăнма тухса кайнă. Галина Петровна кунта та ĕне ферминче тăрăшать.

- Мана 27 пушмак пăру пачĕç. Вĕсене сума хăнăхтариччен нумай нушалантăм. Ялта эпир алăпа сунă пулсан кунта - аппаратпа. Бидонсене тапа-тапа яратчĕç. Ĕçлекенсем пурте тутарччĕ, пĕр эпĕ çеç чăвашчĕ. Мана, çамрăка, хĕрхенетчĕç. Выльăхсене тирпейлĕ усранăшăн бригадир мухтатчĕ. "Галя, санăн кунта ресторантинчен кая мар тетчĕ", - аса илỹ авăрне путнă май пĕлтерет Г. Иванова.

Çуралнă кĕтес яланах хăй патнелле туртать. Ивановсем те инçетре тĕпленсе пурăнас шухăша сирсе тăван тăрăха каялла виçĕ хĕрпе - Любăпа, Верăпа тата Надьăпа - таврăнаççĕ. Василий Кириллович çемьере асли пулнăран Галина Петровна çуралса ỹснĕ çуртра йăва çавăраççĕ. Кил хуçи водительте тăрăшма пикенет, мăшăрĕ ĕне фермине хывнă сукмака малалла такăрлатма пуçлать. Çулсем иртнĕçем йыш та хушăнать: çут тĕнчене Петьăпа Лариса килеççĕ. Ачисене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарма тăрăшнă. Вĕсем çулла хирте пай çинче тăрмашнă.

Ивановсен килĕнче чечек нумай. Галина Петровна вĕсене юратса пăхать. Çулла та пахчинче тĕрлĕ çеçке ешерет. Çак туйăм унăн амăшĕнченех куçнă. Çавăн пекех 10 мăнуклă хĕрарăм алă ĕç тума та ăста. Çамрăклах тĕрлеме маçтăр пулнă, халь вĕтĕ чулсемпе çыпăçтарса тунă ỹкерчĕксем пỹртре вырăн тупнă. Простынь, пододеяльник те хăйех çĕлет, алса-чăлха çыхать. Хĕрĕсене те çак ĕçсене тума хăнăхтарнă. Петя ывăлĕ вара амăшĕ пекех чечексене кăмăллать.

Ĕçлĕхлĕ çемье тесе калас килет Ивановсем пирки. Галина Петровнăпа Василий Кириллович яланах выльăх йышлă тытнă, паян та витере виçĕ ĕне, пушмак пăру, 5 вăкăр пур. Сăмах май, сыснасем те çăвăрлаттарса сутаççĕ.

- Ялти хуçалăхра çĕнетмелли тупăнсах тăрать: пỹрт тăррине витмелле, витене юсамалла тата ытти те. Ачасемпе мăнуксене те кăштах пулăшас килет. Çемье пысăкланнăçем пỹрт те тăвăр пек туйăнать, çавăнпах иртнĕ кĕркунне верандăна пысăклатса юсарăмăр. Выльăхсем пуррипе алă-ура çавăрса пыратпăр. Халь ĕнесене алăпа сумастăп, ятарлă аппарат туяннă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме ачасем пулăшаççĕ. Мăшăр çитерет, айĕсене тасатать, мана валли ĕçĕ те юлмасть, - тет Галина Петровна.

Каçсерен Галина Петровна клуба васкать. Халăх умне вăл лирикăллă, чуна хумхантаракан юрăсемпе тухма тăрăшать. Сцена валли ятарласа чăваш кĕпипе саппунне çĕлеттернĕ, ум çаккисене те тунă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика