21 мая 2019 г.
Ялта пурăнаканăн кулленхи пурнăçра татса памалли ыйтусем пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Ун пек чухне вара чылайăшĕ тỹрех ял тăрăхне васкамасть. Малтан хăйсем шанакан, хисеплекен, халăх суйланă çынпа канашлать, унтан пулăшу ыйтать. Сăмахăм ял старостин паянхи вырăнĕ, унăн витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ пирки пырĕ. Иртнĕ çул вĕсен право статусне çирĕплетни çинчен ятарлă саккун йышăннă хыççăн ял çыннин проблемисене татса пама пулăшас тĕлĕшпе тимлекен общественниксем вырăнти власть органĕсемпе мĕнлерех ĕçлеççĕ-ши? Çакнашкал ыйтусемпе кăсăкланса районти опытлă старостăсенчен пĕринпе Пăлапуç Пашьелĕнчи Леонтий Александровпа чуна уçса калаçрăм. - Паян ялсенче çак ыйту чăнласах та "пиçсе" çитнĕ темелле. Вырăнта старостăсем кирлех. Вĕсем революциччен те хуçасемшĕн сылтăм алă вырăнĕнче шутланнă. Ахальтен мар-тăр пĕлтĕр çак ыйтăва федераци шайĕнче татса пачĕç. Общество пурнăçĕнче власть органĕпе халăх интересĕсене çыхăнтарса тăракан хастарăн яваплăхĕ пĕчĕк мар. "Шаннă йăвара" кайăкĕ пулмасан вара хамăрăнах пите хĕретме тивет. Пире граждансен пухăвĕнче алă тăратса суйланă-çке...- халăх умĕнчи тивĕçне чун-чĕререн туйса калаçрĕ Леонтий Иванович.
Хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашни ялтах старостăсем пур. Пытарма кирлĕ мар: вĕсем алăри пỹрнесем пекех ăрасна. Пĕрисем вут та пăрăç, темĕнле ыйтăва та татса пама пулăшаççĕ, теприсен вара ячĕ-шывĕ хут çинче çеç упранать. Вĕсем ялта те пур, те çук. Пăлапуç Пашьелсем "лав" пуçĕ умне тăма шаннă лидер ку тĕлĕшпе пысăк оптимист, халăхпа та, чиновниксемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултаракан çын. Çиччĕмĕш теçеткене çывхарса пыраканскер, маларах темиçе созыв ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Хĕрĕх çул ытла Пăла лесничествинче яваплă должноçсенче ĕçленĕ хастаршăн ун чухне те ял çыннипе пĕр чĕлхе тупса ĕçлесси йывăрлăх шутланман. Ĕлĕкхи çирĕплĕх старостăшăн паян пулăшу çеç.
Пĕр ялтан тăракан ял тăрăхĕ йышĕпе пысăках мар темелле: 300 хуçалăх 13 урамра вырнаçнă. Анчах проблемисемпе кулленхи ыйтăвĕсем пурин те пĕрешкелех. Ялăн сăн-сăпатне çĕнетмелле, урамсене, масар çине тирпейлемелле, çулсене йĕркене кĕртмелле, йывăçсем лартмалла, кĕперсене юсамалла тата ытти те. Çак тĕллевпе муниципалитет тĕрлĕрен программăна хутшăнни те вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипех çыхăннă. Халĕ, акă тата ял тăрăхĕсенче çỹп-çапа пуçтарса ăсатмалли çĕнĕ йĕркене хăнăхмалла, ку тĕлĕшпе халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Çав вăхăтрах пурнăç таппинчен юлмасăр спорт, культура мероприятийĕсене те хутшăнмалла. Ял старостишĕн çак ыйтусем пĕри те ют мар. Леонтий Иванович чылай ĕçе хăйĕн пуçарăвĕпе, кăмăлтан йĕркелеме тăрăшать. Пĕлтĕр Социализм урамĕнчи Çемçе çырма урлă хывнă кĕпере халăх ăнланулăхĕпе, пĕрлехи вăйпа тирпейленĕ. Кунтах çула кĕрсе-тухма юрăхлă тунă, тикĕслесе вак чул сарнă. Паян унтан иртсе-каçса çỹреме те кăмăллă. Масар картисене, алăкне çĕнетес, пушар хуралне тытса тăма укçа пуçтарас, кану паркĕнче йывăçсем лартас тата ытти пуçарура та чăн малтан староста ял пуçлăхĕпе калаçса килĕшет. Ырă канаш-сĕнĕве вара никам та хирĕçлемĕ.
Улттăмĕш çул тỹлевсĕр ĕçе кỹлĕннĕ хастар паянхи кунпа çеç лăпланса лармасть. Старостăн хăйĕн программи те пур. Çывăх вăхăтсенче вăл Пăлапуç Пашьелсене таса шыв-па тивĕçтересшĕн. Çак тĕллевпе Хир çырминчи авалхи "Чăн çăл" текен вырăнти çăл куçсене тасатса кунти шыва сăвапласшăн, хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ вырăн тăвасшăн. Аптек, Канаш кассенче çулсене тирпейлемелли те юлнă. "Халăх тарçи" çак ыйтăва та çамка çине картсах хунă.
Ял старости килти хуçа пекех. Вăл кашни çемьене, халăхăн шухăшĕпе сĕнĕвне, хăй пурăнакан вырăнти çитменлĕхсене лайăх пĕлмелле, ватăпа та, çамрăкпа та, чи кирли влаç ертỹçисемпе те пĕр чĕлхе тупмалла. Леонтий Александров шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри. Çакна унăн çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри нумай-нумай Хисеп грамотипе Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.
Обществăлла ĕçе пурнăçласси саманан кирек хăш тапхăрĕнче те çăмăл пулман. Паян та çавах. Çак ĕçре вара старостăна унăн мăшăрĕ - Анисия Александровна - нумай пулăшса пырать. Тăватă ача ашшĕпе амăшне çỹпçипе хупăлчи тесен те юрать. Кирек мĕнле ĕçре те вĕсене юнашар курма пулать. Вăл шутра - сцена çинче те. Мăшăр мĕн çамрăкранпах ялти фольклор ансамбльне юрлама çỹрет. Юрă-кĕвве çывăх çын яланах ырă кăмăл-шухăшлă.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)