07 декабря 2018 г.
Пăлапуç Пашьел ялĕнчи культура çурчĕн сцени çинче "Пăянамсемпе" "Ылтăн анисем" ăсталăх конкурсĕнче тупăшрĕç. Хăйсемпе паллаштарнă хыççăн вĕсен кинĕсене канаш памалла, пурнăçри лару-тăруран тухмалла, тутлă апат-çимĕç хатĕрлемелле пулчĕ.
Юмахсенчи сăнарсене те ăста калăплама пултарчĕç пăянамсемпе тăхлачăшĕсем. Конкурс пĕтĕмлетĕвне вара кĕрỹсен канашĕ турĕ. Вăйăсене хĕрарăмсем пурте пĕрешкел хутшăннине палăртрĕ. Çала пулмалла та. Пăянамсемпе кинсен, анийĕшсемпе кĕрỹшĕсен пĕр çăварта, килĕштерсе пурăнмалла.
Вăййа хутшăнакансене В. Мешков, Л. Александров, Е. Соснова, З. Николаева, Д. Иванова, В. Варикова юрăсемпе хавхалантарчĕç. С. Семенова, И. Христофорова, А. Бахитова, А. Матвеева волонтерсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пиллĕкмĕш классем ташăсем ташларĕç. М. Ларева асаннесене халалланă юрă шăрантарчĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)