17 августа 2018 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене, ăмăртусене хутшăнма тăрăшаççĕ. Вĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пуçаруллă пулни çĕре ỹкмест. Икĕ вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн стипендине илме тивĕçни те çакнах çирĕплетет. Çак чыса 9 класс пĕтернĕ Л. Храмовăпа вунпĕрмĕшне куçнă О. Гордеева çĕнсе илнĕ.
Лида "пиллĕк" паллăпа çеç вĕренет. Уроксене кашнийĕнчех тĕплĕн хатĕрленет. Хăйĕн ỹсĕмĕсемпе лăпланса лармасть, яланах çĕннине шырать.
Шкулти обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать. Ял тăрăхĕнчи культура мероприятийĕсем те унсăрăн иртмеççĕ. Темиçе хутчен те диплома тивĕçнĕ. "Шкул шăпчăкĕ" республика конкурсĕн дипломĕ те пур унăн.
Экологи конкурсĕнче командăпа республикăра призлă вырăн çĕнсе илнинче те Лидăн тỹпи пурах.
Алă ĕçне ăста хĕрача. Ку енĕпе те пĕр хутчен мар район тата республика шайĕнчи конкурссен çĕнтерỹçи пулнă. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме юратать.
Ырă кăмăллă, ĕçченскер, юлташĕсене яланах пулăшма хатĕр. "Çеçпĕл çеçкисем" лидерĕ, "Ырă чĕре" волонтер командин хастар членĕ, "ЮНАРМИЯ" ретне кĕнĕ.
Оля та Лида пекех тĕслĕхлĕ. Урока кирлĕ материалсене интернетра та сахал мар шырать. Кун-çул уттипе пынăран мероприятисене хастар хутшăнать. Район 90 çул тултарнă май йĕркеленĕ алă ĕç конкурсĕнче те унăн ĕçĕ пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
Командăпа та ĕçлеме пултарать хĕр. "Çутçанталăк управçи" экологи конкурсĕнче районта иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Дистанциллĕ конкурссемпе олимпиадăсенче палăрать. "Чĕвĕлти чĕкеç", "Русский медвежонок", "Олимпус", "Золотое Руно" тупăшусенче çулленех призерсен йышĕнче Оля.
Хĕр музыкăна тата ташша юратать. Портфолиора ку енĕпе илнĕ дипломсем те нумай. Аслă классен комитечĕн членĕ, класри старости пулăшуçи вĕренекен. Юлташĕсемпе пĕрле "Таса ял", "Таса çыран", "Симĕс планета", "Тăван шкула пулăшатпăр" тата ытти акцисене те хастар хутшăнать.
Лидăпа Оля спортпа та туслă. Тĕслĕх илмелли пурах ыттисен хĕрсенчен.
А. КРАСНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)