Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат тăван ялне савăнăç кỹчĕ

10 июля 2018 г.

Хăш-пĕр çĕрте ял уявне ирттерме мехел çитереймеççĕ пулсан, Пăлапуç Пашьелĕнче вара тăван тăрăха çулталăкне икĕ хутчен чыслаççĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков Питрав умĕн çулленех ял-йыша кану паркне пуçтарать.

 Кăçалхи уява  хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕ, экологи пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин, ялти Сретени  Господне ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Иоанн Спринсян протоиерей, Германи, Грузи, Литва çĕршывĕсенчен, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем саламларĕç. Олег Вадимовичăн бизнес-партнерĕсем, тусĕсем пушă алăпа килмеççĕ, хальхинче те ял тăрăхĕпе вăтам шкула парнесемпе савăнтарчĕç.

Вăйă картине хутшăннă май сумлă хăнасем ял çыннисемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç. 12 кас çыннисем наци апатне тĕпе хурса 12 сĕтел хатĕрленĕ: чăкăтĕ те, шăрттанĕ те, кăпăклă сăри те вырăн тупнă кунта. Çавăн пекех ял халăхĕпе пĕрлех шкул ачисем сцена çинче художество пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Уявра волейболла, футболла выляса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Ача-пăча тĕрлĕ аттракционра савăнчĕ. Каçхине концерт, футбол вăййине кăмăллакансем пысăк экранпа Раççейпе Хорвати командисем вылянине пăхрĕç.

 А. Козлов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика