03 июля 2018 г.
Районти чылай ял хуçалăх предприятийĕ рынок экономики пуçлансан тĕрĕс çул тупайманнипе, вăй илейменипе пайланса, саланса кайрĕ. Хуçалăхсем парăмсене татас тесе фермăри выльăхсене, техникăна сутрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнче те çак процедурăран пăрăнса иртеймен. Шăпах çавăн чухне Сергей Николаевич Кузьмичева хуçалăхăн темиçе ĕнине туянма сĕнеççĕ. Ку ĕç 12 çул каялла пулса иртнĕ.
Фермерăн кану кунĕ те, уяв та çук.
- Атте качча кайман йăмăкĕпе тата анне тивĕçлĕ канăва тухичченех вăкăрсене самăртнă çĕрте ĕçленĕ. Ман кăвапана та унтах каснă пуль... Мĕн пĕчĕкрен вĕсене пулăшма çỹренĕ. Хăнăхнă ĕçе çĕнĕрен пикенесси çемьешĕн йывăрлăх пулмарĕ. Мăшăр ячĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, - тет С. Кузьмичев.
Кашни çемье 20-е яхăн ĕне, вăкăрсемпе пăрусем (фермер хуçалăхĕнче вĕсем те çителĕклех) усраймасть, сыснасем çăвăрлаттарса çурасем сутаймасть. Пысăк йышпа ĕçлеме мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх кирлĕ! Выльăх усраканăн тути çуллă, теççĕ. Анчах тупăшне куриччен тарне те çителĕклех тăкмалла. Калама çеç çăмăл. Çитменнине Сергей Николаевичпа Лариса Васильевнăн иккĕшĕн те тĕп ĕçĕсем пур. Кил хуçи Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ май Пăла лесничествинче, унăн мăшăрĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта учительте тăрăшаççĕ.
Чылай çын тутлă ыйхăра чухнех, çур çĕр иртсе 2-3 сехетрех С. Кузьмичев ура çинче. Сăвăма пикениччен вăл тислĕке тасатать, апат парать, шăварать. Кăшт вăхăт иртсен витере сĕт шăрши сарăлать. Сумалли аппаратпа пĕр ĕне хыççăн теприне сăваççĕ. 5 сехет çурă валли паха шĕвеке туянма килекен автомашина çитнĕ çĕре флягăсене тултарса хураççĕ. Вĕсене пушатнă хыççăн кăштах канма та юрать пек ĕнтĕ - май çук. Сыснисене çитермелле, çурисене ĕмĕртмелле. Ирхи пĕрремĕш сменăна вĕçлесен пĕри - вăрман хуçалăхне, тепри шкула васкать. Кузьмичевсен хуçалăхĕнче кашни кун çапла пуçланать.
- Малтанласа хамăр çеç ĕлкĕрейместĕмĕр, пире пулăшма тата виççĕн килетчĕç. Ун чухне ĕнесене те алăпа сунă. Витери ĕçĕн пĕр пайне механизациленĕ хыççăн ют çынсене чĕнмен, - тесе каласа парать Сергей Николаевич.
Выльăх усраканăн пурне те шута илме тивет. Хĕллехи вăхăтра сĕт çĕр каçа йỹçмест, анчах çулла хăвăрт тутă кĕрет. Мĕн тумалла? Кузьмичевсем ятарласа шăтăк чавнă, ăна бетон ярсах тирпейленĕ. Çанталăк шăрăх чухне унта шыв тултараççĕ, çавăнта сĕт тултарнă савăтсене хураççĕ. Продукцие сая ярас килмесен тĕрлĕ меслет шухăшласа кăларма тивет.
Çулла фермерсем канăçлăх мĕнне пачах манаççĕ.
Сар хĕвел хĕртсе пăхнă чухне йышлă выльăха хĕл каçарма утă хатĕрлеççĕ. 25 гектарта çитĕнекен курăка пухса кĕртме трактор, кăкарса çỹремелли агрегатсем тата ... виçĕ хĕрĕпе икĕ кĕрỹшĕ, тăванĕсем пур. Пĕр чăмăрта пурăнма хăнăхнăран çемьере яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Урхамахĕ тăрать тăпăртатса
Кашни çыннăн ачалăхри ĕмĕчĕ пур. Сергей Николаевич мĕн пĕчĕкрен лашасене кăмăлланă. Шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех районта иртекен Акатуй-Сабантуя шăпах урхамахсем юртнине пăхма кайнă. Унччен маларах никама систермесĕр çул укçине пухнă. Таврăнсан ашшĕ-амăшĕ пуçран шăлманни те ăна спортăн çак тĕсĕнчен сивĕтеймен. Халь Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ака вĕçленсен йĕркелекен уявра С. Кузьмичева хăйне Комбинатор лашипе ăмăртнине курма пулать. Чĕлхесĕр янавĕрĕпе вĕсем республикăра, ун тулашĕнче, Раççей шайĕнче иртекен чупусене хутшăнаççĕ. 2014 çулта Хусанта "Халăхсен туслăхĕ" ăмăртура, 2015 çулта районти Акатуй-Сабантуйра тата ытти çĕрте те çĕнтернĕ.
Урхамах уншăн чун йăпатмăшĕ те, хавхалантараканĕ те, пурнăç илемне туйма пулăшаканĕ те. Кашни кун, ывăннине, хăш-пĕр чухне ним патне те алă пыманнине пăхмасăр, Комбинатора кỹлет те тренировкăна илсе тухать. Икĕ сехетрен кая мар çỹреттерет. Çакăнпа ĕç вĕçленет тетĕр-и? Пуçланать кăна иккен. Килне таврăнсан та лашана тимлĕхĕ çителĕклех кирлĕ: тарланăскере шăнтма та, пиçĕхтерсе яма та юрамасть. Сахăр катăкĕпе çăмартана та хуçи чун юратнă выльăхĕшĕн шеллемест.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)