15 июня 2018 г.
Пăлапуç Пашьелсем районта иртекен культура мероприятийĕсенче час-часах чăваш халăхĕн йăли-йĕркине кăтартса параççĕ: туй саманчĕсем, салтака ăсатни, вăййа тухни тата ытти те. Çакăн валли вĕсен артисчĕсем çеç мар, асанне арчинче упранакан ĕлĕкхи çи-пуçĕ те хатĕр. Аслă ăрури хисеплĕ кинемейсем вĕсене типтерлĕн упраççĕ. Хушпу-тевет, тухъя, шỹлкеме, масмак таранах пур. Вăхăтран-вăхăта вара Пăлапуç Пашьелĕнчи фольклор ушкăнне çỹрекен ватăсем хăйсен пултарулăхĕпе чăнласах та куракана тĕлĕнтереççĕ. Çак кунсенче "Пашьел" ансамбль членĕсем инçе çултан таврăннă. Культура çурчĕн ертỹçи Надежда Гордеева пуçарăвĕпе, Зот Степанов купăсçă ертсе пынипе вĕсем Шупашкарти "Южный" культура çуртĕнче çак районта пурăнакансене пысăк концертпа савăнтарнă. Унсăр пуçне сцена çинчи туй йăли-йĕркине, пурнăçран илнĕ шỹтсене те куракансем киленсех пăхнă.
Пăлапуç Пашьелсем тĕп хуламăра ытахальтен çеç çула тухман. Иртнĕ çулхи ака-суха ĕçĕсем хыççăн Пĕтĕм Раççейри суккăррисен обществин республикăри организацин "Шевле" ансамблĕ Геннадий Якимов ертсе пынипе çак ялсене савăнăçлă культура мероприятийĕ йĕркелесе панă. Çăкăр-тăвар вара яланах хире-хирĕç, теççĕ. Çак сăлтавпах вăрман тăрăхĕн хастарĕсем çула тухнă та. Сăмах май каласан, ансамбльте чи асли _ С. Ларева. Çывăх вăхăтра Степанида Борисовна 85 çул тултарать. Апла пулин те вăл чун-чĕререн юрлама-ташлама çỹрет-ха. "Юрă-кĕвĕ чун уççи çеç мар, вăл туслăха та çирĕплетет, пĕр халăха тепринпе пĕрлештерет. Хамăр халăхăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине манманни те аван", -тет вăл.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)