05 июня 2018 г.
Çак кунсенче çеç вулаканăмăрсене Юхмапа Пăла тăрăхне çитнĕ Лютка текен çĕнĕ йышши йĕп вăрри (стрекоза) пирки пĕлтернĕччĕ. Ăна "Присурский" заповедникра асăрханă. Пăлапуç Пашьел вăрман хуçалăхне вара халиччен курман кайăк иленнĕ-мĕн.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнчен пĕлтернĕ информаци тăрăх, çунатлă туса ỹкерсе илсе орнитолога (кайăксене тĕпчекен специалист) кăтартнă. Вăл вара çак кайăк караппăл (подорлик) иккенне çирĕплетнĕ. Çапла вара Чăваш Енре шута илнĕ кайăксен 289-мĕш тĕсне Патăрьел районĕнче тупса палăртнă. Çĕнĕ кайăк илениччен çак вырăнта масар кайăкĕ "хуçаланнă-мĕн". Сăмах май каласан, караппăл ăмăрткайăка аса илтерет. Хăлатран пысăкрах, çунатне сарсан çур метра яхăн. Тĕсĕ кăмрăк евĕр, çамрăккисен ỹчĕ çинче пăнчăсем пур. Кайăксем тĕрлĕ çĕрте тĕл пулаççĕ иккен. Грецин çурçĕр пайĕнче те пурăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)