27 февраля 2018 г.
Афганистанран пирĕн çарсене илсе тухнăранпа самаях вăхăт иртрĕ, анчах туллă-сăртлă çĕршывра салтак тивĕçне пурнăçласа ĕмĕрлĕхех куçне хупнă каччăсен ячĕсем яланах çынсен асĕнче. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта февралĕн 23-мĕшĕнче Сителте çуралса ỹснĕ, асăннă пĕлỹ çуртĕнче вĕреннĕ А. Журавлев афганеца сума суса волейбол турнирĕ иртнĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, республикăри афганецсен союзĕн председателĕ И. Кашаев, А. Жу- равлевăн амăшĕ Роза Николаевна тата йăмăкĕ Анна Елизаровна, пĕрле службăра тăнисем, "Российский Союз ветеранов Афганистана" обществăлла организацин республикăри членĕсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи тата Сителти афганецсем тата ыттисем те хутшăннă.
Афганистан вăрçин ветеранĕсен канашĕн регионти уйрăмĕн членĕсем салтак-паттăрсене асăнса йĕркеленĕ турнирсем çамрăксемшĕн питĕ усăллине, вĕсен чунĕнче патриотлăх туйăмне çуратнине каланă. И. Кашаев председатель С. Кузьмичев афганеца вырăс православи чиркĕвĕн Мускав патриархийĕн Чăваш Епархийĕнчи Тав çырăвне панă.
Вăрçăра пуçне хунă А. Журавлева асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн шкулта лайăх вĕренекен тата пур çĕре те активлă хутшăнакан С. Матюшкинапа И. Мазяков афганец ячĕпе уçнă асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хунă. Çавăн пекех пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансем çар темипе çыхăннă юрăсем шăрантарнă.
Сумлă лару-тăру вĕçленнĕ хыççăн спорт ăмăртăвĕ пуçланнă. Арçын командисенчен пĕрремĕш вырăна "Пашьел" ушкăн, иккĕмĕшне - "Баиш-1", виççĕмĕшне "Сидели" йышăннă.
Хĕрарăм командисенчен Пăлапуç Пашьелĕнчи "Сельская молодежь" мала тухнă. "Первомайская СОШ" - кĕмĕл, "Балабаш-Баишевская СОШ" пăхăр призсене тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсем куçса çỹрекен кубока илнĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)