30 января 2018 г.
Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн спорт залĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешме юратакансен уявĕ иртрĕ. Мероприятие шкул директорĕ Л. Павлова уçрĕ.
Ăмăртăва 3 класра вĕренекенсенчен пуçласа аслисем таранчченех хутшăнчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче вуникĕ виçере таякан кĕрешỹçĕсем вăй виçрĕç. Пурă 50 яхăн спортсмен явăçрĕ.
Кашни виçере çĕнтерỹçĕ палăрчĕ. Н. Иванов, Е. Шайманов, П. Яганов, Н. Васильев, М. Чебоксаров, И. Киданов, А. Терентьев, Н. Гурьев, хĕрачасенчен А. Пудовкина, А. Выросова, А. Шайманова, О. Алексеева, Л. Иванова чемпионсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе хавхалантарчĕç. Малашне çак ăмăртăва çулленех ирттерме палăртрĕç.
2017-2018 вĕренỹ çулĕнче районта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тренерсен командисем хушшинче ăмăртса шкул коллективĕ иккĕмĕш тата район спартакиадинче виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕ.
Шкула тĕрлĕ ял ачи вĕренме çỹрет. Пăлапуç Пашьелсĕр пуçне Сителтен, Пăлапуç Нурăсĕнчен, Ишлĕрен килеççĕ пулин те уроксем хыççăн тренировкăсене юлса хăйсен кĕрешỹри ăсталăхне ỹстерме май тупаççĕ. Çак ачасен ашшĕ-амăшĕн ăнланулăхĕ пысăк пулнине те палăртмалла. Вĕрентекенсем те çитĕнекен ăру пушă вăхăта сывлăха çирĕплетме май паракан секцисене çỹресе ирттернишĕн кăмăллах.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)