08 декабря 2017 г.
Пурнăç çулне пархатарлă ирттерекенсен кун-çулĕпе савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур. Ырă ят-сумлă пулни, ĕçре ÿркенменни, çынсем хăвна шаннине тÿрре кăларни - хăех телей.
Эпир, пилĕк йăмăк, хамăрăн аппа çинчен кĕскен те пулин çырса кăтартасшăн. Пирĕн аппа - Клавдия Федоровна Сакмарова - Пăлапуç Пашьел шкулĕнче 40 çул учительницăра ĕçлесе пенсие тухнăскер çак кунсенче 80 çул тултарать. Вăл пирĕншĕн яланах тĕслĕх пулнă. Çемьере асли пулнăран аттепе аннене пире ÿстерме пулăшнă. Аппа шкулта лайăх вĕреннĕ, кайран педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, ун хыççăн ёна Пăлапуç Пашьел шкулне ĕçлеме янă. Василий Карпович Сакмаровпа çемье çавăрса 3 ача çитĕнтернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Вăл вĕрентÿ отличникĕ, ĕç ветеранĕ, халăх хушшинче авторитетлă, ”Авангард” хаçатăн обществăлла хастар корреспонденчĕсенчен пĕри пулнă. Аппамăр вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ учитель ĕçне суйласа илнĕ. Çакă ветерана питех те савăнтарать.
Юлашки вăхăтра хаçатсенче килĕштерсе пурăнакан çемьесем çинчен нумай çыраççĕ. Пирĕн ачалăх Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнче иртрĕ. Шел, аттепе анне пурнăçран ир уйрăлчĕç. Эпир пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнине кураймарĕç. Мĕнле йывăр вăхăтра вĕренме пулăшрĕ пире çемье пĕрлĕхĕ.
Анне, Пелагея Илларионовна Яковлева, хут вĕренмен пулнă, пире питĕ пĕлÿ парасшăн çунатчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче ăна эпир лайăх вĕреннĕрен ялан президиума суйласа лартнă. “Вăтанаттăм ытти çынсене хирĕç пăхса лармашкăн”,- тетчĕ вăл киле килсен.
Эпĕ, Ольга Федоровна, Тăвайĕнчи вăтам шкулта 40 çула яхăн математика вĕрентекенĕ пулса ĕçлерĕм. Çут ĕç отличникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ятсене тивĕçрĕм. Юлия Федоровна Хусан хулинче пурёнать, тава тивĕçлĕ врач, Анна Федоровна Патăрьел районĕн зоотехникĕ, Дмитровград хулинче пурăнакан Елена Федоровна тава тивĕçлĕ врач, Тамара Федоровна Комсомольски райбольницин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çиччĕн пĕр тăван эпир. Анчах шăллăма упраймарăмăр. Василий Федорович çирĕм тăххăртах çĕре кĕчĕ.
Пирĕн аппамăрăн, Клавдия Федоровнăн, виçĕ ачипе виçĕ мăнукĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Тăваттăмĕш мăнукĕ шкулта вĕренет-ха. Клавдия Федоровна хăй вĕрентнĕ ачасем вĕрентекенĕнчен иртсе кайса пысăк ăс-тăнлă çынсем, пуçлăхсем пулнишĕн, яваплă вырăнсенче ĕçленĕшĕн чунтан савăннине палёртать.
О. ШИШОВА, йăмăкĕ.Тăвай районĕ,Тăвай ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)