29 ноября 2017 г.
Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелти Лазарь Романов - тăхăр теçетке çулта. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, вут-çулăм тамăкĕнче пулнăскерĕн аса илмелли сахал мар. Вутра та çунман, шывра та путман çын йывăрлăх, вилĕме çĕнтерсе малаллах талпăннă.
Лазарь Романов нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Каччă 17 çул тултарсан çара кайма ячĕ тухнă. 1944 çулхи раштав уйăхĕнче вăл салтак тумне тăхăннă. Çамрăк Дунай флотилийĕн çурма экипаж флотне лекнĕ. Чехословакие, Австрие, Венгрие çитĕннĕ. Аслă Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ. Служба вăраха тăсăлнă. Тăван тăрăха 1951 çулта кăна çаврăнса çитнĕ. Кăкăрне II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ, медальсем илемлетнĕ. Хастар чăваш каччи аякра та çухалса кайман, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.
Лазарь Васильевич мăшăрĕпе Лидия Абрамовнăпа 60 çул килĕштерсе пурăннă. Вĕсем 4 хĕрпе 2 ывăл ура çине тăратнă. Шел, мăшăрĕпе ывăлĕ Николай та пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Паян ăна савăнмалăх сак тулли мăнукĕсем, вĕсен ачисем пур. Çамрăк ăру ватта сума сăвать, вăл каланине ăса хывма тăрăшать. «Тавах сире, мана пăхнăшăн, хисепленĕшĕн»,- тет вăрçă ветеранĕ çывăх çыннисене.
Елена ИВАНОВА. Патăрьел районĕ
Источник: "Хыпар"