26 ноября 2017 г.
«Çемье» сăмах кĕске пулсан та, унăн пĕлтерĕшне уçса парас тесен вĕçне-хĕрне те тупаймăн. Çав тери тарăн шухăшлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Ачаран лайăх çын пăхса ÿстерес тесен çемье, ача сачĕ, шкул ырми-канми тăрăшаççĕ. Кашнин пуласлăхĕ чи малтан тăван çемьепе çыхăннă. Туслă çемьере ачасем те маттур, ăслă, яланах ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ.
Çемье ăшши - чун ăшши тесе ахальтен каламан пуль ваттисем. Пирĕн ват асаннесем, кукамайсем хут та пĕлмен, анчах хăйсен ачисене лайăх воспитани пама пултарнă.
Аса илер-ха И. Я. Яковлев халалĕнчи сăмахсене: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ…Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр…». Чăнахах, питĕ тĕрĕс те ăслă шухăшсем.
Хальхи вăхăтра республикăра «Ачасем тата çемье» акци пырать. Çак вунăкунлăхра районта та, шкулсенче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ те ку тĕлĕшпе айккинче юлмасть. Çак кунсенче акă шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. «Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă» докладпа шкулти социаллă педагог Вероника Бахитова тухса калаçрĕ.
Чăн малтан ачана воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăк пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн ачана çителĕклĕ юратмалла, ертсе пымалла, ĕçе хăнăхтармалла, ăслă шухăшсем пама пĕлмелле. Пĕлу çурчĕпе ашшĕ-амăшĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле, пĕр-пĕрне ăнланмалла, пулăшмалла.
Шкул ертÿçи Л.Н. Павлова пухăннисене шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ, шкул спонсорĕсене, ашшĕ-амăшне кирлĕ вăхăтра пулăшу панăшăн тав турĕ.
«Ачасем тата çемье» акци пынă хушăра шкулти комисси членĕсем социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьере пулчĕç, вĕсен пурнăç условий.семпе кăсăкланчĕç.Ăнăçсăр çемьере ачасене кирлĕ пек воспитани паманни, паллах, шухăшлаттарать. Кун пек çемье ачана шкула тирпейсĕр, таса мар çÿретни, унён шăпипе сахал интересленни, эрех-сăра енне туртăнни тарăхтарать.
Акă, Аннесен кунĕ çывхарса килет. 2-мĕш тата 5-мĕш класс ертÿçисем тăрăшнипе ачасем амăшĕсем валли илемлĕ парнесем, открыткăсем ăсталаççĕ. Ытти классенче вара «Ача тата çемье» темăпа планланă класс сехечĕсем, калаçусем иртрĕç, сочиненисемпе сăвă-калав хайларĕ=в.ренекенсем. Тата ырă хыпар та пур: вăтам шкулти «САМ» команда районти КВН командисем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарни те савăнтарчĕ пире. 10-мĕш класри Алла Краснова вара атте-аннесене халалланă сочиненисен конкурсĕнче республикăра иккĕмеш вырăна тухма пултарчĕ.
Культура çуртĕнче «Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян» конкурс пулчĕ. Кÿршĕллĕ Первомайски, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи çемьесем тупăшрĕç ку конкурсра. Чи пултаруллă çемье ятне хисеплĕ тÿре вара Пăлапуç Пашьелĕнчи Чебоксаровсем тивĕçнине палăртрĕ.
Пуçтарăннă халăха илемлĕ юрăсемпе вăтам шкулти пĕр тăван Степановсем, Александра Шавикова, Ирина Христофорова, Снежана Семенова, Степанида Степанова, Анастасия Бахитова, Мария Ларева савăнтарчĕç, Зот Степановпа Нина Степанова, «Мерчен» ушкăн шăрантарнă юрăсем чуна тыткăнларĕç.
Хамăр ачасене Г. Н. Волков ăсчахăн сăмахĕсене асра тытма хушас килет: «Аçупа аннÿне хисепле…Вĕсене пурнăçра пулăш. Пĕчĕк чухне, ача чухне панă кил ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. Эсир вĕсем умĕнче пысăк парăмра…»
В. Бахитова,вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)