03 ноября 2017 г.
Кашни учитель хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Ĕç тухăçлăхне ỹстермелли мелсемпе формăсем шырасси куллен пурнăçламалли пулăмсенчен пĕри пулса тăрать. Пур вĕрентекен те хăй ирттерекен уроксем тухăçлă пулччăр тесе тăрăшать. Шăпах çак шухăшсене тĕпе хурса Пăлапуç - Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пуçламăш классенче вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн тытăмĕнчи информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова ертсе пычĕ.
"Урока палăртса хунă йĕрке тăрăх тĕллевлĕн ирттересси" ("Системно-деятельностный подход к организации урока" темăна пăхăнса Пăлапуç-Пашье- лĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти И. Тихонова, Р. Майзурова, Л. Тихонова, Т. Козлова вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерчĕç. Вĕсем ачасен ăс-тăн пуянлăхне, тимлĕхне аталантарассине тĕпе хума тăрăшрĕç. Ытларах ушкăнпа ĕçлеттерес, вăйăсем выляттарса калаçтарас мелсене тĕпе хураççĕ.
Çавăн пекех шкулти кĕçĕн классен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Т. Козлова семинар темипе доклад турĕ. Ун хыççăн И. Тихонова вĕрентекен "Топиарий" мелĕпе паллаштарса мастер-класс ирттерчĕ. Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Л. Павлова пĕлỹ çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, умра тăракан тĕллевсемпе палаштарчĕ. Килнĕ хăнасем семинарпа кăмăллă юлчĕç.
Р. МАЙЗУРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)