Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Илемлен, чечеклен, тăван ялăм!»

11 июля 2017 г.

 Шăпах çак сăмахсене тĕпе хурса Пăлапуç Пашьелсем ял  392 çул тултарнине паллă тума кану паркне пуçтарăнчĕç. Уяв Пĕтĕм Раççейри çемье,  юрату тата шанчăклăх кунĕпе пĕр вăхăта килчĕ.

 Кĕрекене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен      политикин     министрĕ Ю. Исаев, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ В. Коршунов, район   администрацийĕн      пуçлăхĕ Р.Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин, Германи, Украина, Беларуç çĕршывĕсенчен, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнни уяв сумне тата та пуянлатрĕ.

Палăртмалла: çак ялта çуралса ÿснĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков çулленех Питрав вăхăтнелле Пăлапуç Пашьелсене кану паркне  пухать. Олег Вадимовичăн бизнес-партнерĕсем, тусĕсем те пуш алăпа килмеççĕ. Кăçал та вĕсем ял тăрăхĕпе вăтам шкула парнесемпе савăнтарчĕç.

Вăйă картинче чăваш тумĕ тăхăннă ял халăхĕпе пĕрлех сумлă хăнасем те юрăсем шăрантарчĕç, вăйăсем вылярĕç. Çавăн пекех кашни урам наци апатне тĕпе  хурса сĕтел хатĕрленĕ: шăрттанĕ те, чăкăтĕ те, кăпăклă сăри те вырăн тупнă кунта. 12 кас çынни авалхи йăла-йĕркепе хăнасене хăйсем хатĕрленĕ çимĕçпе сăйларĕç, сцена çинче художество пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Уявра юрă-ташăпа пĕрлех спорт ăмăртăвĕсем те йĕркелерĕç: волейбол, алă вăй виçессипе, ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.

            А. Козлов.

Хаклав

Юрий Исаев, Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ:

Çакнашкал уяв йĕркелеме пултарнă Олег Мешков тав сăмахĕсене тивĕç  паллах. Хамăр халăхăмăрăн йăли-йĕркине упраса хăварас, тăван чĕлхене манас  мар тĕллевсене тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприяти пуриншĕн те усăллă иртнине  шансах тăратăп. Олег  Вадимовичран ытти ял  çыннисен те тĕслĕх илсен аван пулĕччĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика