07 июля 2017 г.
Нумай пулмасть çеç "Авангард" хаçат страницинче Пăлапуç Пашьелĕнче сурăхсене урамра ирĕкре çỹретни пирки çырнăччĕ. Хĕлĕн-çăвĕн кĕрĕкпе çỹрекен выльăхсем çеç мар, çак ялтах каçăр пиччесем те хăйсене чăн-чăн хуçа пекех туяççĕ иккен. Кирлĕ пулсан, качакасем çынсене хăратма та, пỹрт кантăкне чăл-пар салатма та пултараççĕ. Çакăн пирки хаçатăн çывăх тусĕ пĕр тарăхса, пĕр кулса каласа пачĕ.
Темиçе кун каялла çак ялти пĕр хуçалăхран качака таки тухса кайнă-мĕн. Ялан картара тăма хăнăхнăскер тем шухăшпа ушкăнпа вылякан пĕр пĕчĕк хĕрачана тапăннă та тытăннă ăна хăвалама! Ниçта тарса хăтăлма пĕлмен чиперкке унталла та кунталла тарса çỹрекеленĕ, лешĕ çав-çавах унтан хăпман. Аптăранипе çакскер палламан çынсен пахчинче пытанма шут тытнă, каçрашка каллех унăн йĕрне çухатман. Мĕн тумалла? Качака таки хĕрачана пĕр кĕтессе хупса хурсан нимĕн те мар мăйракипе сĕксе те вĕлерме пултарать-çке... Социализм урамĕнче пĕр вăхăт çапла çуйхашу та ахăрашу çеç илтĕнсе тăнă. Пысăк каçрашкаран хăраса ỹкнĕскер, чупса пынă чухне пĕрисен калитки уçă пулнине курах каять. Пулăшу кĕтекен ача шутласа тăмасăрах малтан картишне, унтан пỹрте чупса кĕрет... Ак, тамаша! Мĕтюк унтан каллех пĕр шит те юлмасть _ ун хыççăнах пỹрте кĕрет те тăрать. Телее, хăраса ỹкнĕ хĕрача тарса пытанать. Качака вара тарăхнипе тытать те сенĕк мăйракипе икĕ хутлă чỹречене чăл-пар çеç салатать...
Çак пăтăрмах хыççăн кил хуçи хĕрарăмĕ тỹрех качака такин хуçи патне çул тытать. Ара, тăкака саплаштармалла-çке. Çу кунĕ пулсан та çĕмрĕк кантăкпа пурăнаймастăн. Выльăх хуçи вара нимĕн пулман евĕр лешне "манăн укçа çук" тенĕ те çавăтса кăларса янă иккен. Çапла вара ирĕке хăнăхман качака такинчен хĕрача тарса хăтăлайнă, тепĕр çемье вара шар курнă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)