20 июня 2017 г.
Педагогикăн тĕп тĕллевĕ - пур енлĕ аталаннă этеме ỹстересси. Шкулта музыка урокĕсем пулни çак тĕллеве пурнăçлама пулăшать. Юрă-кĕвĕ ачасене илемлĕхе ăнланма, ăна тĕрĕс хаклама вĕрентет. Музыка _ çын чун-чĕрине вăйлă витерекен асамлăх евĕр. Ачасем ун урлă ỹнер тĕнчине кĕреççĕ, ăна сăнарлама вĕренеççĕ.
Эпĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче вăтăр пĕрремĕш çул ĕнтĕ ачасене музыка тĕнчине илсе çỹретĕп. Вĕренекенсен музыка тавракурăмне аталантарма тĕрлĕ ĕç тăватпăр. Ачасем юрă-кĕвве юратса вĕренччĕр тесен кулленхи çирĕпленнĕ йăлапа иртекен уроксенче çеç ĕçлени çителĕксĕр. Паянхи пурнăç та, шкул та çĕнĕлĕхсем ыйтать. Юлашки çулсенче вĕрентỹ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртекен учительсем нумайлансах пыраççĕ. Музыкăна вĕрентекенсем те уроксенче кластер, синквейн тăваççĕ, кейс технологийĕпе усă кураççĕ, семинар, лекци, презентаци тата вăйă-ăмăрту урокĕсем ирттереççĕ.
Пăлапуç Пашьел шкулĕнче те эпир çулсеренех музыка эрни ирттеретпĕр. Çак кунсем интереслĕ те тухăçлă пулччăр тесе тĕрлĕ вăйă-ăмăрту, конкурс, концерт йĕркелетпĕр. Çакăн йышши ăмăртусемпе вăйăсем ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас, вĕсен тавракурăмне аталантарас ĕçре питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ, предмета тăрăшса вĕренме, тимлĕ пулма, нумай вулама хавхалантараççĕ. Вĕренекенсем предмета пĕлни те çак вăйăсенче лайăх палăрать. Музыка урокĕсене, класс тулашĕнчи мероприятисене вăйă мелĕпе ирттерни ачасене вĕреннĕ материала аса илме тата ăна çирĕплетме пулăшать. Класс тата шкул тулашĕнчи ĕç-пуç шкул пурнăçне интереслĕ тума пулăшать, ачасен пултарулăхне аталантарать.
Кашни вĕрентекен патшалăх стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн ачасене уроксем хыççăн хăй предмечĕ тавра пухать. Музыка пỹлĕмне те юратсах çỹреççĕ _ вĕсене кунта гитара инструменчĕсем кĕтеççĕ. Пашьел шкулĕн пултаруллă ачисем алла гитара илсе хитре кĕвĕсем янратаççĕ, илемлĕ те чуна пырса тивекен юрăсем шăратаççĕ.
6-мĕш класра вĕренекен Рома Павловпа Александр Шайманов çак инструмента уйрăмах юратаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче пурне те "Кукушка" юрăпа савăнтарчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Илья Киданов та гитарăпа тĕлĕнмелле çепĕç те илертỹл-лĕн калать. Сăмах май, вăл çак инструмента кĕске вăхăтрах парăнтарчĕ. 7-мĕш класра вĕренекен йĕкĕрешсем Степăпа Стеша Степановсем çинчен те ырă сăмах калас килет. Епле пултаруллă та матур ачасем вĕсем! 7-мĕш класра ăс пухакан çепĕç саслă хĕрачасен ячĕсене епле-ха палăртмасăр хăварăн: Снежана Семенова, Анастасия Соколова, Ирина Христофорова, Аня Реймова. Вĕсем "Дайте ходу проходу" юрра кĕске хушăрах калама вĕренчĕç.
Юрă _ чи вăйлă аталаннă жанр. Çавăнпа та вăл ачасен пурнăçĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн юрăсенче халăхăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. Халăх уявра та, ĕçре те, хурлансан та, савăнсан та юрланă. "Юрăсăр пурнăç çук, савăнăç çук", _ тесе те ахальтен каламан.
Шкулсенче тĕрлĕ йышши юрă юрлама тĕплĕн вĕренни питĕ кирлĕ. Çак енпе ĕçлес тĕллевпе эпĕ ятарласа класс тулашĕнче ĕçлемелли программа хатĕр-лерĕм. Вăл ача-пăчана пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани пама та питĕ лайăх пулăшать, ачасен пултарулăхне аталантарать.
Пăлапуç Пашьел ялне халланнă уяв концертĕнче Геннадий Ларев "Аннеçĕм, мана ан ятла" юрра хăйĕн илемлĕ сассипе юрласа пĕтем халăха савăнтарчĕ. Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн ачисем юрра-ташша та, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама та питĕ ăста.
Н. ТИХОНОВА. Пăлапуç Пашьелĕнчи п.т.м.шле п.лỹ паракан в.там шкулта музыка вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)