Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх уйăрать патшалăх

04 апреля 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулран-çул хыçа юлса пырать пулин те унăн пирчейми суранĕсем халĕ те чĕресене ыраттараççĕ. Миçе ача аттесĕр ỹснине шутласа кăларма та çук. Амăшĕсем ывăлĕсене кĕтсе илеймен. Мăшăрĕсем каллех çухату тỹснĕ.

Юрать патшалăхĕ пăрахмасть. Çакна пĕр тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина çак кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăха юлнă мăшăрне А. Агашевăна çурт тума пулăшма тивĕçекен пĕр хутчен укçа илмелли свидетельствăна пачĕç.

Сăмах май çакна та палăртмалла: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районтан тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене, вилнĕ фронтовиксен çемйисене çакнашкал свидетельствăна 418 çынна панă. Кăмăллă-çке. Ĕнер вара анлă канашлура тата икĕ участника свидетельство тыттарнă. Пирĕн районта черете тăнисене пурне те тивĕçтернĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика