28 марта 2017 г.
Поэзи варкăшĕ паянхи кун Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературин кашни урокĕнчех сисĕнсе тăрать. С. Никитина вĕрентекен 9 класра "Пăхăнуллă хутлă предложенисем" темăпа зачет ирттернĕ май тĕслĕхсем тупма ачасене районти поэтсен кĕнекисене валеçсе пачĕ. Урокра уйрăмах С. Кондратьев, О. Гордеева, Е. Михайлова хастар пулчĕç. Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Давыдов-Анатри поэтсен сăввисене тишкерчĕç ачасем, хăйсене килĕшнĕ йĕркесене вуласа пачĕç.
5 класра вĕренекенсем вара килте В. Эктелĕн "Çулçăсем" сăввине чăвашларан вырăсла куçарса килнĕ, пĕрин хыççăн тепри илемлĕ вуласа кăтартрĕç. Уйрăмах К. Степановăпа В. Максимова, А. Аблясов ăнăçлă ĕçлени палăрчĕ. Çавăн пекех хамăр районти поэтсене аса илчĕç. Р. Сарпи, Л. Ковалюк, М. Карягина, Митта Ваçлейĕ хайланă сăвă йĕркисене тетрадь çине çырса илчĕç, илемлĕ вуласа кăтартрĕç.
Петĕр Хусанкай калашле, "поэзи _ шырав, кĕрешỹ, ăмăрту, ача йăл кулли, гени тарĕ" пулнине 6 класра вĕренекенсем çирĕплетсе пачĕç. "Наречисем" темăна пĕтĕмлетнĕ май урокра поэзи валли те вăхăт уйăрчĕç. Наречисемпе усă курса ашшĕ-амăшне халалланă сăвă йĕркисем шăрçаланчĕç. Мĕн чухлĕ ырă сăмах, хăйсене кун çутатнă çынсене хаклани, юратни сисĕнчĕ çав йĕркесенче. С. Матюшкина, О. Вазенкова, А. Шайманов, Н. Васильев, Н. Сакмарова, Е. Матвеева, Г. Гордеев, Д. Разинов, М. Чебоксаров сăввисене итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Поэзи кунне халалланă мероприятисем вара уроксем хыççăн та тăсăлчĕç. Ахальтен-и шкул ачисем поэзипе çыхăннă район, республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)