Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финалта _ пĕрремĕш

14 марта 2017 г.

Çулленех республикăри районсенче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тĕрлĕ шайри вуншар ăмăртăвĕ пулать. Ку хутĕн-че Комсомольски районĕнчи "Кĕтне" спорт комплексĕнче спортăн çак енне пуçарса яракан П. Матросов ячĕпе уçă турнир иртрĕ. Унта тĕрлĕ çулта çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хутшăнчĕç. Ăста командăсем сахал мар пулчĕç тупăшура. Вăрнар, Йĕпреç, Канаш районĕсенчен, Шупашкартан, Чĕмпĕр облаçĕнчен килме кăмăл тунă ăмăртăва. Пирĕн район чысне Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Первомайски ялĕсенчи кĕрешỹçĕсем хỹтĕлерĕç. Иртнĕ турнирсенче Юхма Енсем призерсен шутне çеç кĕнĕ пулсан, хальхинче çĕнтерỹçĕ-сен çỹлти картлашкине хăпарма пултарчĕç. Именкассинчи С. Ки- риллов чи пĕчĕк 24 килограмлă виçере тăватă хут кавир çине тухса пурне те парăнтарчĕ, пĕрремĕш вырăна çĕкленчĕ. Ача А. Клементьев патĕнче ăсталăхне ỹстерет.

Ишлĕри М. Ерофеев 46 килограмлă виçере пурне те çĕнтерсе турнир чемпионĕ пулчĕ. Хăйсен виçисенче Д. Шуряков, хĕрсем хушшинче Д. Прокопьева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамота, медаль тата парне парса чысларĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика