Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕсене _ парнесемпе дипломсем

09 декабря 2016 г.

Çĕнĕ Шупашкарта Совет Союзĕн Геройĕ Н. Дудецкой призĕсене çĕнсе илессишĕн Раççей шайĕнчи турнир иртрĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсем те хастар хутшăнчĕç. М. Прокопьев ФСК тренерĕ хатĕрлекен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Н. Гурьев 2000 метра чăрмав семпе чупса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Ишлĕри Д. Николаев виççĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Соколова та 3000 метра çăмăллăн чупса тухса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак çитĕнỹсенче Михаил Валерьевичăн тỹпи пурах.

Ытти тренерсен тăрăшулăхне те палăртса хăвармалла. Первомайскинчи Л. Никитин хатĕрленĕ К. Петухова çăмăл атлет 1500 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Аслă Чементи П. Макаров физкультура учителĕн вĕренекенĕ С. Макаров каллех пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Турханти В. Осипова тренер К. Чемеровапа пĕр çул çеç ĕçлемен. Халĕ хĕрача олимп резервĕсен училищинче пĕлỹ пухать. Апла пулин те пирĕн район чысне хỹтĕлессишĕн чупса виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Çĕнтерỹçĕсене парнесем тата дипломсем парса чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика